Пятница, Сентябрь 25, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ачасене пулăшса

Ачасене пулăшса

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ сисĕнмесĕрех çитсе те тăчĕ. Çак вăхăтра ашшĕ-амăшĕ ачасене тăрăшсах шкула кайма хатĕрлет, вĕренÿре кирлĕ хатĕрсене, тумтир туянать.

Районта августăн 17-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 15-мĕшĕччен ачасене шкула кайма пуçтарас енĕпе ятарлă акци иртет. Çак тапхăрта профилактика субъекчĕсем йывăр лару-тăрури çемьесенче çитĕнекен ачасене çăмăллăх кÿрес тĕллевпе пулăшу аллине тăсаççĕ. Елчĕкри халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр пуçарăвĕпе иртекен ыр кăмăллăх акцине районта пурăнакан кашни çын хутшăнма пултарать. Канцеляри таварĕсене, тумтир, атă-пушмак, ачана кирлĕ ытти хатĕре хаваспах йышăнаççĕ кунта. Хальхи вăхăтра пархатарлă ĕçе Чăваш Республикин Елчĕк нотариат округĕн нотариусĕ Руфина Воронцова, Елчĕкри «ЭлектроНикС» салон ертÿçи Галина Никифорова, Зинаида Головина уйрăм предприниматель, «АСК-Яльчики» ОООн ĕç тăвакан директорĕ Юрий Галкин, райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕ хутшăнма ĕлкĕрнĕ. Вĕсем панă хатĕрсене йывăр çемьесене валеçме пуçланă ентĕ.

Л.ЕГОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code