Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Шупашкарăн çуралнă кунĕнче

Шупашкарăн çуралнă кунĕнче

Чăвашсен тĕп хули йĕркеленнĕренпе 550 çул çитнине халалланă уявăн тĕп пайĕ шăматкун иртнĕ.

Тĕрлĕ фестиваль, конкурссемпе ăмăртусем, истори пĕлтерĕшлĕ пулăмсем, фейерверк… Шупашкар хулин 550 çулхи юбилейне халалланă уявра пин-пин çын савăннă, пĕрисем Мускав çыранне, теприсем Юрă уйне васканă… Пултарулăх бульварĕ хăнасене кĕтсе илме хатĕрленнĕ вăхăтра Анне палăкĕ çывăхĕнче техĕмлĕ шÿрпе шăрши сарăлнă…

Атăл хĕрринче «Хăнасене тарават Чăваш Ен» фестивале хутшăнакан коллективсем пĕрин хыççăн тепри хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă. Кунтах республикăри районсем хăйсем туса кăларакан продукцисенчен хатĕрленĕ çимĕçсене астивме, алă ăстисен пултарулăхĕпе паллашма май пулнă. Уява пухăннисене, фестивале хутшăнса хăйсен ăсталăхĕпе савăнтаракансене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Чăваш тата Шупашкар митрополичĕ Варнава, Шупашкар хула пуçлăхĕ Евгений Кадышев, администраци пуçлăхĕ Алексей Ладыков, Кубăран килнĕ сумлă хăнасем тата ыттисем те саламланă, хула аталанăвне пысăк тÿпе хывнисене юбилей медалĕсем парса чыс тунă.

Раççейри сывлăш çар вăйĕсен «Вĕршĕнсем» авиаци ушкăнĕ сывлăшра тĕрлĕрен кăткăс фигура туса ярăннине пăхма та кăмăллă пулнă.

Фестивальте хамăр тăрăхри, Пушкăртстан, Саха-Якути республикисенчен, Тюмень, Пермь, Мускав, Питĕр хулисенчен, ытти регионсенчен килнĕ 30 ытла команда, общество апатланăвĕн организацийĕсен представителĕсем чăваш апатне хатĕрлесе тĕлĕнтернĕ, курма килнисене техĕмлĕ какай шÿрпипе сăйланă, çав вăхăтрах хăнасем чăваш халăхĕн апат-çимĕçне те пĕçерме хăнăхнă. Çак тĕллевпе ятарласа ăсталăх класĕсем йĕркеленĕ.

Уяв кашни çыннăн кăмăл-туйăмне çĕкленĕ, чун-чĕрере наци мăнаçлăхне вăратнă, ырă аса илÿ хăварнă.

Сăн ÿкерчĕкре: пĕчĕк хăнасем Елчĕксен ал арманĕпе авăртса курмасăр иртеймен.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code