Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Поздравления > Поздравления глав Яльчикского района с 1 сентября

Поздравления глав Яльчикского района с 1 сентября

Хисеплĕ ачасем, вĕрентекенсем тата ашшĕ-амăшĕ!

Сире чĕререн Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ ячĕпе – Пĕлÿ кунĕпе саламлатпăр!

Пĕлÿ кунĕ кашни çыншăн çывăх, хаклă. Шкул çулĕсем мĕнпур çын чун-чĕринче ырă аса илÿсем хăвараççĕ, малашлăха çул уçаççĕ, çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантараççĕ.

Пуçласа шкула килекенсемшĕн Пĕлÿ кунĕ татах та пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та вĕсене çутă малашлăх, савăнăçлă та асра юлакан самантсем, тарăн пĕлÿ сунас килет. Шансах тăратпăр, çамрăк ăру шкулта пухнă пĕлÿпе пурнăçра тĕллевлĕ усă курĕ, пысăк ÿсĕмсем тăвĕ.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче вĕрентекенсене профессиллĕ çитĕнÿсем, вĕренекенсен юратăвне, хисепне, ачасене палăртнă тĕллевсем патне çитме ăнăçу, çутă малашлăх сунатпăр.

Уяв ячĕпе саламласа пурне те çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, вĕренÿре тата ĕçре çитĕнÿсем, ăнăçу сунатпăр.

Елчĕк район пуçлăхĕ                                                     И.ВАСИЛЬЕВА
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ                 Н.МИЛЛИН

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code