Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Раççей шайĕнче

Раççей шайĕнче

Республикăри «Росинка» физкультурăпа сывлăх центрĕнче пирĕн ентеше – чăвашсен пĕрремĕш олимпиецне Ардалион Игнатьева асăнса ял тăрăхĕсен командисем хутшăннипе çăмăл атлетсен Пĕтĕм Раççейри ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта Чăваш Ен спортсменĕсен Пушкăрт, Тутар, Мари Эл, Мордови, Удмурт республикисен, Пермь крайĕн, Воронеж, Иваново, Курск, Пенза, Саратов, Смоленск, Рязань облаçĕсен вăйлă чупуçисемпе вăй виçме тивнĕ.

Пысăк шайри ăмăртура ÿсĕме шута илсе арçынсемпе хĕрарăмсем тĕрлĕ дистанцире тупăшнă. Унта хутшăннă Çирĕклĕ Шăхальсем, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Солин ертсе пынипе, ятлă-сумлă атлетсем хушшинче çухалса кайман. 1000 метра чупассипе Елена Перепелкина 3-мĕш, Данил Трофимов 2-мĕш вырăн йышăннă. Дмитрий Волков та 3000 метра иккĕмĕш вĕçленĕ. Николай Лапшина, Владимир Куликова, Даниил Козлова призерсен ушкăнне кĕме пĕчĕк çеккунтсем çеç «чăрмантарнă». Мария Красновăпа Алексей Захаров та вунă вăйлă кроссмен йышне лекме пултарнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code