Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уявра савăнчĕç

Уявра савăнчĕç

Августăн 28-мĕшĕнче – Успени кунĕнче ?Турă Амăшĕ Таса хĕр Мария вилнине палăртни/ Патреккелсем ял уявне паллă турĕç.

Уяв программи анлă пулчĕ. Халăх чи малтанах яла пырса кĕрес умĕн вырнаçтарнă стелăна уçма хутшăнчĕ. Пуçтарăннисене Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алина Смирнова, «Прогресс» АХО директорĕ Петр Скворцов саламларĕç. Обществăлла ĕçре хастарлăхпа палăракансем Тав хучĕсене тивĕçрĕç.

Тĕп мероприятисем каçхине 19 сехетре ялти культура керменĕ çумĕнчи площадкăра малалла тăсăлчĕç. Ял çыннисем те, ялта çуралса ÿссе çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланнă ентешсем те йышлăн пуçтарăнчĕç кунта. Малтанах алă ĕçĕсенчен тата апат-çимĕçрен хатĕрленĕ «Чи лайăх апат-çимĕç ăсти», «Чи илемлĕ чечексен пуххи» ятпа хатĕрленĕ куравсемпе паллашрĕç. Вĕсенче К.Львовăпа С.Миллина çĕнтерчĕç.

Тирпей-илем кÿрес енĕпе йĕркеленĕ конкурссен çĕнтерÿçисене те чысларĕç. «2019 çулхи чи лайăх урам» ята Çурçĕр урамĕ çĕнсе илчĕ. «Чи лайăх уйрăм хушма хуçалăх» Алексейпе Алина Кудряшовсен, «Чи лайăх кил-çурт» Юрийпе Зинаида Миллинсен пулнине палăртрĕç. Çавăн пекех спортри харсăр çемьесене, хастар ватăсене, 90 çултан иртнĕ тыл ĕçченĕсене, чи çамрăк гражданина сума сурĕç.

Патреккел халăх хорне ертсе пыракан Геннадий Борисов ял халăхĕн культура шайне ÿстерес, çамрăксене тивĕçлĕ воспитани парас енĕпе чылай çул ырми-канми ĕçлет. Ял халăхĕ умĕнчи ырă та пархатарлă ĕçĕсемшĕн вăл «Патреккел ялĕн хисеплĕ гражданинĕ» ята илме тивĕç пулчĕ. Уява пуçтарăннисем ăна çак ятпа ăшшăн саламларĕç.

Тĕрлĕ вăйăсемпе спорт мероприятийĕсем илем тата хаваслăх кÿчĕç. Тукас тата Анаткас çамрăкĕсем сарафансем тăхăнса футболла вылянă вăхăтра тавралăх кĕрлесе тăчĕ. Халăх велочупура, канат туртас, алă вăйĕ виçес, кире пуканĕ йăтас енĕпе иртнĕ ăмăртусенче те активлă пулчĕ.

Уява йĕркелесе ирттерме пулăшнă «Прогресс» АХО, Александрпа Светлана Гавриловсен, Владимирпа Руфина Воронцовсен, Маринăпа Александр тата Надеждăпа Андрей Сыкинсен, Михаил Плотниковăн, Татьяна Теплован çемйисем, Александр Кудряшов, Владимир Доброхотов, Эльвира Рахмина ?Теплова/, Владимир Иванов, Сергей Миллин тата ыттисем те тав сăмахĕсене тивĕçрĕç.

Тĕп хуларан килсе çитнĕ Виктор Петров артистпа чăваш эстрада юрăçисем, тÿпене тĕрлĕ тĕспе çĕкленнĕ фейерверк уява хаваслăх кĕртрĕç.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code