Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Французсен ĕмĕтне татнă

Французсен ĕмĕтне татнă

Бородино патĕнчи вырăс тата француз çарĕсен хушшинчи чи пысăк çапăçу Тăван çĕршыв историйĕнче тарăн йĕр хăварнă, çĕршывăмăрăн мăнаçлăхĕпе никама пăхăнманлăхне сыхласа хăварнă. Сентябрĕн 8-мĕшĕ Раççей Çар Мухтавĕн кунĕ пек çырăнса юлнă.

1812 çулта Наполеон çарĕ пирĕн çĕршыв çине тапăнса кĕнĕ. Çакна кĕтмен вырăс çарĕсем малтанлăха çирĕп хĕç-пăшалланнă французсене хирĕç тăма вăй çитерейменрен каялла чакнă. Вырăссен тĕп командующийĕ Барклай-де-Толли генерал çара часах çапăçăва хатĕрлеймен, çакă халăх хушшинче кăмăлсăрлăх çуратнă. Вăхăта тăсма юраманнине I Александр император та аван ăнланнă. Çавна май вăл пĕр тăхтаса тăмасăр вырăс çарĕсен ертÿçи пулма чаплă полководеца – М.И.Кутузов генерала çи-рĕплетнĕ.

Лару-тăрăва тишкернĕ май пысăк опытлă полководец çара лайăх хĕç-пăшаллантарас тата вăй пухма вăхăт парас тĕллевпе малтанлăха чакма шутланă. Бородино ялĕ патĕнчи çапăçу умĕн вырăс çарĕн пĕр пайĕ Шевардино ялĕ çывăхĕнче французсен çулне пÿлсе тăнă. Çав вăхăтра пирĕн тĕп çар Бородино уйĕнче вăйсене çирĕплетме пултарнă.

Çапăçура çухатусем икĕ енче те пысăк пулнă: вырăссен çарĕ 38 пин, французсем 58 пин салтака çухатнă. Пирĕн çитĕнÿ Наполеонăн пысăк ĕмĕтне – вырăс çарне кĕске вăхăтрах çапса аркатассине татнă. Унăн çарне Раççейрен тĕпĕпех çак çулхи раштав уйăхĕн вĕçĕнче хăваласа кăларнă.

Бородино патĕнчи çапăçу хыççăн М.Кутузов генерал-фельдмаршал званине тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code