Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > «Терроризм – этем тăшманĕ»

«Терроризм – этем тăшманĕ»

ятпа районти тĕп библиотекăра асăну урокĕ иртнĕ. Унта Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсем хутшăннă.

Терроризм пирки сăмах пынă чух чи малтанах Çурçĕр Осети – Алани Республикинчи Беслан хулинче 2014 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче пулнă инкек куç умне тухса тăрать. Пĕлÿ кунне паллă тунă кун 1-мĕш шкула боевиксем пырса кĕрсе пĕр айăпсăр вĕрентекенсене, вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшне çавăрса илнĕ. 1128 çын террористсен аллинче 3 кун шывсăр-апатсăр тыткăнра ларнă. Теракта пула 335, çав шутра 186 ача пурнăçран уйрăлнă, 500 ытла çын аманнă. Ачасене шăпах çак инкек пирки тĕплĕн каласа панă вулавăш ĕçченĕсем.

Каярах вĕсем айăпсăр вилнисене асăнса пĕр минут шăп тăнă, çуртасем çутнă.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code