Понедельник, 9 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕрлĕ енлĕ талант

Тĕрлĕ енлĕ талант

Çут тĕнче канлĕ ыйхăран вăраннă вăхăт… Тĕлĕнмелле хитре çак тапхăр. Илемлĕ кăна-и; Вăл тыткăна илекен хăйĕн темĕнле асамлăхĕпе мĕн пур чĕрĕ чуна антăхтарать тейĕн…

Шăпах çак илемлĕ тапхăрта, ака уйăхĕнче, Тăрмăш ялĕнчи Федор Федотовичпа Антонина Васильевна Деникаевсен кил-йышĕнче пиллĕкмăш пепке – Вера – çуралнă.

Халĕ вăл – Вера Никонорова, Çĕнĕ Шупашкарти 16-мĕш шкулта чăваш чĕлхи вĕрентет. Çав вăхăтрах ăста юрăçă та, çыравçă та, тĕпчевçĕ те, тамада та. Чăваш Республикин музыка обществин /1995/, Чăваш наци культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ /2013/, Пĕтĕм тĕнчери чăвашсен «Кĕмĕл сасă» фестивалĕн дипломанчĕ /1999/, Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕн членĕ /2013/.

Юрă-кĕвĕ асамлăхне Тăрмăшри шкул директорĕнче ĕçленĕ В.Щербаковпа çыхăнтарать вăл.

– Владимир Григорьевич сĕрме купăс ăста калатчĕ, – аса илет Вера. – Ун тавра ача-пăча хĕвĕшетчĕ. Пире те çак кăткăс музыка хатĕрĕпе выляма, кашни хĕлĕхĕ кăларакан çемĕ асамлăхне туйма, ăнланма вĕрентетчĕ. Баян каласси Юра Смирнов тантăшăмран куçрĕ.

Пултаруллă, пĕр шухăшлă çамрăксем часах ялта «Хавал» вокалпа инструмент ансамблĕ йĕркелеççĕ. Вĕсемпе пĕрле Валерий Сергеев, Александр Лукиянов тата Верăн шăллĕ Сергей тĕрлĕ ялти халăха концертсенче хаваслă кăмăл-туйăм парнеленĕ. Паллах, коллективăн тĕп фигури шăпчăк сассиллĕ Вера Деникаева пулнă.

Каярахпа вăл Çĕнĕ Шупашкарти «Химиксен керменĕнче» Н.Эриванов ертсе пыракан «Сăрнай» ушкăнра юрланă, хăй тĕллĕн те концертсем йĕркеленĕ. Унăн пултарулăхĕпе кÿршĕллĕ регионсенче çеç мар, Мускав, Алтай, Дагестан тăрăхĕсенче те паллашма ĕлкĕрнĕ.

В.Никонорова – виçĕ аудиоальбом, «По следам предков» кĕнеке авторĕ. «Современная школа», «Халăх шкулĕ» журналсенче тата хăш-пĕр хаçатсенче тĕпчев ĕçĕсем пичетленĕ.

Юрă-кĕвĕ уйĕнче ытларах Евгений Федоров, Петр Краснов, Илья Степанов, Николай Иванов композиторсен хайлавĕсене кăмăллать, кĕвĕлĕх сăвăсем хăй те çырать.

– Çынсене савăнăçпа хавхалану кÿме, кăмăл-туйăмне хăпартма, чун-чĕре хăватне хушма сцена çине тухатăп эпĕ, – тет юрăçă.

Сцена çине тухсан вăл чăн-чăн асамçăна çаврăнать: хитре сасси, илĕртÿллĕ хусканăвĕ, пит-куç вылявĕ килĕшÿлĕхпе пĕтĕçсе куракан чунне тыткăнлать.

– Хĕвел çинче пиçекен хевтеллĕ пулать теççĕ. Эсир те, Вера Федоровна, мĕн ачаран ĕçпе пиçĕхсе çитĕннĕ. Ял çыннин кĕрĕк арки йăваласа ларма вăхăт çук. Çапах та хăвăр пултарулăха шыв юххине çул уçса панă евĕр аталантарма, пĕрремĕш утăм тума та май тупнă-çке.

– Ялти «Хавал» ансамбль солисткиччĕ эпĕ. Чăваш, вырăс юррисене шăрантараттăмăрччĕ. Ун чухне София Ротарун «Луна, луна», «Аист на крыше» юррисене кăмăллатчĕç. Эпĕ вĕсемпе сцена çине тухсан куракансем нумайччен алă çупатчĕç. Тăри юррине тăрсах итлеççĕ тенешкел, ларма-тăма та вырăн çукчĕ. Зал тулличчĕ.

Шкул хыççăн Канашри педагогика училищинче вĕрентĕм. Унтан Саратов облаçĕнче пионервожатăйра тăрăшрăм. Пĕлĕве ÿстерес тĕллевпе Шупашкарти педагогика институтне кĕтĕм. Кунта та алă усса ларман, юрланă, халăха савăнтарнă.

– Пысăк сцена çине тухасси мĕнрен пуçланчĕ вара;

– Юрий Смирнов «Сывă пул» юрă çырчĕ. Питĕ хумханса, яваплăха туйса унпа Çĕнĕ Шупашкарти культура керменĕнче иртнĕ концертра сцена çине тухрăм. Мĕнех, халăха килĕшрĕ вăл.

– Эсир шăрантаракан юрăсене итлеме питĕ кăмăллă.

– «Çăл куçăм», «Ах, чĕрем», «Шăнкăрав курăкĕ» тата ыттисене те итлекенсем хаваспах йышăнчĕç. Сăввине те, кĕввине те хам çырнă «Амазонка» юрра та палăртса хăварас килет…

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code