Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Студентсен вăййисенче

Студентсен вăййисенче

Республика тĕп хулинче иртнĕ Олимпиада программине кĕртмен спорт енĕсен Пĕтĕм Раççейри студентсен вăййисем Елчĕксен ячĕпе те çырăнса юлнă.

Çĕршывăн 18 регион спортсменĕсем кĕрешнĕ ăмăртусенче Чăваш Ен команди ултă дисциплинăра та малти пулма пултарнă. Кунта пирĕн ентешсен тÿпи питĕ пысăк: хăйсен виçисенче армспортра Татьяна Воронова /Тĕмер/ 1-мĕш, Ольга Лапшина /Кармал/ 2-мĕш вырăн йышăннă, кире пуканçăсем – Анатолий Узюкин /Таяпа Энтри/, Дмитрий Курчин /Курнавăш/, Василий Кириллов /Лаш Таяпа/ – чемпионсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code