Среда, Сентябрь 18, 2019   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Ачасен «иккĕмĕш амăшĕ»

Ачасен «иккĕмĕш амăшĕ»

Кушкăри вăтам шкулти виççĕмĕшсене вĕрентекен Татьяна Рыбкина тин пуçласа ларакан шăпăрлансене вĕрентме пуçлани виççĕмĕш çул. Маларах вăл кунтах музыка ертÿçинче, социаллă педагогра тăрăшнă. Татьяна Владимировнан класĕнче 11 ача. Вĕсем вĕрентекене «иккĕмĕш амăшĕ» вырăнне хурса юратаççĕ, урок вĕçленнине систерсе шăнкăрав янăрасан та ун çумĕнчен каймаççĕ.

Татьяна Рыбкина тавра курăмне анлăлатса тĕрлĕ курссенче пĕлÿ пухать, шкулти общество ĕçĕнче те харсăр. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче районти «Чи класлă класснăй» конкурса хутшăнчĕ, призер пулса тăчĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: Т.Рыбкина урокра.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code