Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ентешĕсене манмаççĕ

Ентешĕсене манмаççĕ

Лаш Таяпа ялĕнче вăхăтсăр çĕре кĕнĕ ентешĕсене – спортсменсене асăнса спорт уявĕ ирттернĕ.

Спорт уявне хутшăннисем малтанах «çăлтăрпа» – тĕнче чемпионĕпе Геннадий Дмитриевпа пĕрле зарядка тунă, Юрий Кашкăр сцена ăстипе хаваслă юрă-кĕвĕ шăрантарнă. Тĕрлĕ ÿсĕмрисем тĕрлĕ дистанцисене чупса хăйсен чăтăмлăхне кăтартнă. Вĕсенче Сабира Сабитова, Данил Сметанин, Егор Мустаев, Мария Сметанина, Кристина Федорова, Артем Журавлев, Аделина Мижерова, Александр Мижеров, Андрей Иванов, Эльвира Михеева, Леонид Князев палăрнă, спонсорсен хаклă парнисене тивĕçнĕ.

Лаш Таяпасем футбол вăййине питĕ кăмăллаççĕ те, хальхинче те программăра вырăн тупнă вăл. Пилĕк команда – шкул ачисен 2 ушкăнĕ, студентсем, çитĕннисем тата ветерансем куракансене хăйсен çÿллĕ шайри вăййипе çĕкленÿлĕх кÿнĕ. Çĕнтерÿçĕсем – çитĕннисем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code