Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республикăра

Республикăра

55 объект ĕçе кĕртмелле

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев федерацин «Хăрушлăхсăр тата паха автомобиль çулĕсем» наци проекчĕпе килĕшсе тăракан «Çул-йĕр сечĕсем» регион проектне пурнăçласа Шупашкарта тăвакан ĕçсемпе паллашнă. Аса илтеретпĕр, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар районĕсенче кăçал наци проекчĕпе 55 объект ĕçе кĕртмелле. Вĕсенчен 25-че ĕçе вĕçленĕ, ыттисенче вăл малалла пырать.

Экономика пĕлĕвне тĕрĕслĕç

Раççейре экономика диктанчĕ ирттерме хатĕрленеççĕ. Çынсем кăçалхипе иккĕмĕш хут пĕлĕвне тĕрĕслĕç. Диктант тест евĕр иртĕ. Ăна 9-11 классенче вĕренекенсем, студентсем çыраяççĕ. Тĕрĕслев ĕçне онлайн мелпе те çырма пулать. Акци юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче 10 сехетре старт илĕ.

Театра – театрпа паллашма

Чăваш патшалăх вырăс драма театрĕ «Театр педагогики» вĕренÿ программине хастар хутшăнать. Театр çулталăкне халалланă проектпа килĕшÿллĕн ÿнер учрежденийĕнче професси ăсталăхĕн ыйтăвĕсемпе семинар тата тренинг иртнĕ. Унта шкул ачисемпе студентсем, тĕрлĕ организаци-предприяти ĕçченĕсемпе тивĕçлĕ канăва тухнисем хутшăннă.

Сусăрсем ăсталăх кăтартаççĕ

Ĕнер сусăрсен хушшинче професси ăсталăхĕ енĕпе III «Абилимпикс» чемпионат пуçланнă. Çĕнтерÿçĕсем паян палăрĕç. Унта 13 компетенципе республикăри районсемпе хуласенчен килнĕ 200 ытла конкурсант, экспертпа волонтер хутшăнать. Шкулсенче вĕренекенсемпе студентсем, специалистсем çичĕ лапамра ăсталăхне кăтартĕç. Вĕсем Шупашкарти экономика-технологи, Электромеханика колледжĕсенче, ТрансСтройТех, Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕсенче, тĕп хулари хавшак сывлăхлă ачасен 1-мĕш, Калининăри интернат шкулсенче, Республикăри вертебрологи тата мануаллă терапи поликлиникинче вырнаçнă.

Чемпионат вăхăтĕнче çавăн пекех пуçласа «Абилимпикс-2019» чи лайăх волонтерĕ» конкурс иртет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code