Среда, Сентябрь 18, 2019   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уяр çанталăк васкама хистет

Уяр çанталăк васкама хистет

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсемпе ял тăрăхĕсен тата предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлăва пирĕн тăрăхра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çÿревпе пулнинчен пуçларĕ.

Пĕлтерĕшлĕ визит пирки хаçат страницинче çутатнăччĕ ĕнтĕ. Ун чухне Михаил Васильевич хытă каяша вăхăтлăх вырнаçтармалли контейнерсемпе те паллашнă та ытти районсен пиртен тĕслĕх илмеллине палăртнă. Алăклă «пÿлĕмсен» çÿлти пайне сеткăпа çавăрса илни питĕ меллĕ: вĕçен кайăк та вĕçсе кĕреймест, таса мар шăршă та пуçтарăнмасть. Йытă-кушак таврашне ырă курма та нимĕнле майсем туса паман.

«МВК «Экоцентр» сахал яваплă обществăн Елчĕк районĕнчи клиентсемпе ĕçлекен специалисчĕ Татьяна Адюкова асăннă ыйтупа калаçнă май, квитанцисем тăрăх тÿлесси çинчен чарăнса тăчĕ. Авăн уйăхĕн 4-мĕшĕ тĕлне район шайĕпе тÿлев 68 процентпа танлашнă, ку вăл республикăри районсенчен чи лайăх кăтарту. Районти ял тăрăхĕсенчен Аслă Елчĕксем малта – 79 процент, кайра пыракансем – Лаш Таяпасем /57 процент/. Уйрăм ялсемпе илсен тÿлев активлăхĕ тата та пĕчĕк: Кÿлпуç – 43,73, Хăвăлçырма – 46,36, Шăмалак – 46,58 процент. Кусенче хăшĕ-пĕри тасалăх пĕлтерĕшне ăнлансах пĕтереймест курăнать. Райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн ертсе пыракан специалист эксперчĕ Мария Изратова паллаштарнă презентацире шăпах вĕсенчи çырма-çатрасенчи çÿп-çап куписене ÿкерсе илнĕ те.

Регион операторĕ тÿлессинчен пăрăнакансен тĕлĕшпе миравай суда документсем тăратассипе ĕçлет ĕнтĕ. Паянхи кун тĕлне 45 кил-çурт хуçине явап тыттарма хатĕр.

Райадминистрацин капиталлă строительство тата коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Петров çул-йĕрсене юсасси пирки сăмах илчĕ. Пуçару бюджечĕпе усă курса 16 объектра ĕç пурнăçланă. Коммуналлă хытă каяшсене вăхăтлăх пухса пымалли 128 контейнер вырнаçтарнă, Аслă Елчĕкри Николаев урамĕнчи çула чул сарса хытарнă. Кăçал çул-йĕр сферине йĕркене кĕртме 35 миллион тенкĕ уйăрнă, унпа «Комсомольски-Елчĕк-Курнавăш», «Елчĕк-Курнавăш» автоçулсене çĕнетнĕ. Перекетленнĕ укçа-тенкĕпе /1 млн та 084 пин/ подрядчик – «ДПМК «Яльчикское» сахал яваплă общество Вырăскасси тата Турхан ялĕсенче çул хĕррисене карта вырнаçтарнă. Ял тăрăхĕсенче çулсене юсанин сумми 7 млн та 676 пинпе танлашать. Çавăн пекех «Хула хăтлăхĕ йĕркелесси» проектпа килĕшÿллĕн район центрĕнче тата Аслă Елчĕкре курăмлă ĕçсем пурнăçланаççĕ.

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов уй-хир ĕçĕсен информацийĕпе паллаштарчĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 22153 гектар çинчен вырнă, 67 пин тонна тĕш тырă пухса илнĕ. Çав вăхăтрах обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлесси те малалла пырать. Çанталăк чылайранпа уяр тăрать те – утă янтăлама та питĕ меллĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин строительство ĕçĕнче те çак тивлетпе туллин, васкавлăн усă курмаллине хытарсах каларĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code