Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Черккерен пуçланать те…

Черккерен пуçланать те…

Мĕнле майпа, ăçтан пуçланса каять-ха çемьене аркатакан, сывлăха пĕтерекен алкоголизм чирĕ? Çакăн çинчен тата ытти ыйтусем пирки калаçрăмăр Республикăри медицина профилактикин, сиплев физкультурипе спорт медицини центрĕн врачĕпе Елена Егоровăпа.

– Елена Михайловна, эрех сыпма кăмăллакан çинчен: «Мĕншĕн-ха вăл ĕçме чарăнаймасть, хăйне алла илме пултараймасть?», – тесе калаççĕ. Чăнах та, ăслă-тăнлă çын этем йĕркинчен тухнине ăнланаймастăн. Мĕнле чир вăл алкоголизм?

– Алкоголизм вăраха каякан чирсен шутне кĕрет. Чир кулленхи ĕçкĕ-çикĕренех, пĕр черккерен, сисĕнмесĕрех пуçланать. Час-часах эрех ĕçни майĕпен йăлана кĕрсе пырать, унтан япăххине пачах курми пулать. Кашнийĕнчех хăйне тÿрре кăларма тăрăшать: «юлташпа тĕл пултăм», «ĕçре начальник тарăхтарчĕ», «кÿршĕн ача çуралнине паллă турăмăр» тата ытти те. Ĕçкĕç çак хăрушă чир пуçланса кайнине сиссе те юлаймасть.

– Мĕнле паллăсенчен пĕлме пулать?

– Эрех ĕçме юратакан нихăçан та алкоголизм чирĕпе чирлесе кайма пултаратăп тесе, чирлесен те хăйне чирлĕ тесе шутламасть. Чирĕн малтанхи палли – эрех пĕрмай ĕçес килни. Иккĕмĕшĕ – унăн виçине пĕлменни. Виççĕмĕшĕ – тем чухлĕ эрех ĕçсен те хăсманни. Тĕрлĕ сиенлĕ, наркăмăшлă япаласем организма лексен çын яланах хăсса кăларса вĕсенчен тасалма тăрăшать. Малтанхи вăхăтра эрех нумай ĕçсен хăсса кăларать пулсан, каярахпа, чир шала кайса пынă май, эрех темĕн чухлĕ ĕçсен те çын хăсмасть.

– Елена Михайловна, çын чăнах та алкоголизмпа чирлет текен тĕп паллă пур-и?

– Мухмăр пуçланни чирĕн тĕп палли шутланать. Ирхине урăлса çитсен ĕçекен çын хăйне питĕ япăх туять, унăн хаяр шĕвек ĕçес килет. Çавăнпа ирех эрех шырама пуçлать, ĕçсен хăйне çăмăлрах туять. Анчах та вăл нумайлăха тăсăлмасть. Кăштах вăхăт иртсен сывлăхĕ каллех япăхланать, каллех ĕçес шухăш пĕрремĕш вырăна тухса тăрать. Хăйне тем чухлĕ «урăх пачах та ĕçместĕп» тесе сăмах панине манса кайса кашни кун усал шĕвекпе пырне чÿхет. Çапла вара урăлаймасăр темиçе эрнешер, уйăхшар ĕçсе пурăнать. Темле япăх туйсан та ĕçекен хăйне алкоголик тесе каламасть.

– Эрех ĕçме юратакансен ытларах мĕнле чирсем пуçланаççĕ?

– Нумай вăхăт хушши ĕçсе пурăнни сывлăхшăн ахалех иртмест, паллах. «Симĕс çĕлен» çынна хăйĕн чури туса хунисĕр пуçне унăн сывлăхне хавшатать. Алкоголь йывăрлăхне чи малтан пĕвер хăйĕн çине илет. Пĕвер циррозĕ – вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайнă сăлтавсенчен пĕри.

Ĕçмен çынсемпе танлаштарсан ку чирпе аптăракансем хушшинче чĕре инфаркчĕпе, инсульт пулнипе вилекенсем ытларах. «Симĕс çĕлене» аякка тĕртменнисем туберкулезпа 3-4 хут ытларах чирлеççĕ. Эрех серепине лекнисен ăс-тăнĕ те часах арпашăнса каять. Вĕсем ÿсĕрле тĕрлĕ пăтăрмаха лекнипе вăхăтсăр, çамрăклах çĕре кĕреççĕ.

– Елена Михайловна, алкоголизм чирĕнчен сывалса çитме пулать-и?

– Чиртен пĕтĕмпех сывалса çитме çук, ăна чарма кăна пулать. Сывă пурнăç йĕркипе пурăнас тесен хаяр шĕвеке пĕр тумлам та ĕçмелле мар. Темиçе çул ĕçмен хыççăн кăштах ăна сыпсанах чир каллех пуçланса каять. Ĕçме чарăнма çăмăл мар. Нумай çул ĕçсе пурăннă хыççăн урă пурнăçпа пурăнма вĕренесси тата йывăртарах. Çавăнпа та çывăх çыннисен унпа юнашар пулма тăрăшмалла, эрех вырăнне урăхла интерессем тупса пурнăçа улăштармалла, тухтăрсен сĕнĕвĕсене шута илсе сипленмелле.

– Хăрушă чиртен сывалас текенсене мĕн сунатăр?

– Пурнăçра пĕр çĕнтерĕве те çăмăллăн çĕнсе илме пулмасть. Хăйĕнпе кĕрешесси тата йывăр. Ĕненĕр, урă пурнăçпа пурăнма вĕренсен сирĕн пурнăç тĕпренех улшăнĕ. Çемьере савăнăç, килĕшÿ хуçаланĕ. Эсир пурнăç çине урăхла куçпа пăхма, хăвăра хисеплеме пуçлатăр. Кашни çыннăн ĕмĕрĕ пĕрре кăна килет, çавăнпа ăна çемьепе, ачасемпе йĕркеллĕ пурăнса ирттермелле. Урă пурнăç кашни çыншăн яланхи ырă йăла йĕрки пулмалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code