Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Бригадир – Чăваш Ен мухтавĕ

Бригадир – Чăваш Ен мухтавĕ

Социализмла Ĕç Геройĕ – 1938-1991 çулсенче ĕçри çитĕнÿсемшĕн панă чи пысăк та сумлă награда. СССРта ăна 20613 çын тивĕçнĕ, вĕсенчен 201-шĕ икĕ хут, 15-шĕ – виçĕ хут. 20 çынна вилнĕ хыççăн панă. Чи пĕрремĕшне Иосиф Сталин тивĕçнĕ, иккĕмĕшне – Владимир Дегтяров, виççĕмĕшне – Федор Токарев конструкторсем. 1949 çулта Ĕç Геройĕн ятне Таджикистанри тата Грузири виçĕ шкул ачине панă. Юлашки хут наградăна Казахстанри опера юрăçи тивĕçнĕ. 2013 çулта «Раççей Федерацийĕн Ĕç Геройĕ» ята çирĕплетнĕ.

Ĕç паттăрĕсен йышĕнче Матрена Цветкова /Лаврентьева/ /1924-2014/ та пур.

Матрена Дмитриевна Аслă Пăла Тимеш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Кушкăри çичĕ çул вĕренмелли шкулта пĕлÿ илнĕ. Ĕç биографине Ворошилов ячĕллĕ /каярах – «Победа»/ колхозра пуçланă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Елчĕкри крахмал заводра тăрăшнă, типĕтмелли цех бригадирĕ пулнă. 1943 çулта тăван колхоза таврăннă, уй-хирте ĕçлекенсен бригадине ертсе пынă, звеньевойра ĕçленĕ. 1947 çулта унăн звени пĕр гектартан 38,12 центнер тулă вырса илнĕ. Çак çитĕнÿшĕн 1948 çулта Матрена Лаврентьевăна Социализмла Ĕç Геройĕн ятне панă, Ленин орденĕпе тата «Çурлапа Мăлатук» медальпе чысланă. Каярах вăл «Хисеп Палли» ордена тивĕçнĕ.

1948 çулта Матрена Дмитриевна Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Патăрьел каччипе Иван Цветковпа çемье çавăрнă. Çав тапхăртан пуçласа ĕç паттăрĕ «Хĕрлĕ Патăрьел» колхозра, /каярах – Мичурин ячĕллĕ хуçалăх/ вăй хунă. 1950-1953 çулсенче кок-сагыз ?одуванчик евĕрлĕ/ ÿстерекенсен бригадин ертÿçи пулнă. 1976 çулта вăл тивĕçлĕ канăва тухнă. Вăл мăшăрĕпе 8 ача çитĕнтернĕ. Матрена Цветкова районти депутатсен канашĕн депутачĕ пулнă, унăн ятне Елчĕк районĕнчи Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхăн кĕнекине кĕртнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code