Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Паттăра асра тытса

Паттăра асра тытса

Авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче Совет Союзĕн Геройĕ Семен Алексеевич Андреев çуралнăранпа 95 çул çитет.

Ентеше асăнса шăматкун район центрĕнчи тĕп лапамра тата библиотекăра мероприятисем иртнĕ. Унта паттăрăн тăванĕсем хутшăннă. Çавăн пекех Патăрьел районĕнчи Тури Туçари вăтам шкул делегацийĕ те килсе çитнĕ. Çакă ахальтен мар, мĕншĕн тесен С.Андреев унта вăтам пĕлÿ илнĕ. Шкул директорĕ Петр Шашкин тата Петр Мулюков завуч каланă тăрăх, геройăн ятне манмаççĕ. Тĕрлĕ материалсемпе сăн ÿкерчĕксем паянхи кунчченех упранни те çавăн çинченех калать. Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейне вĕсенчен хăшне-пĕрне – вăтам шкул пĕтерни çинчен калакан аттестат, Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă Приказ оригиналĕсене пачĕç. Шкулти пионер дружини те пирĕн ентеш ячĕпе хисепленсе тăнă.

Семен Алексеевич çинчен унăн çывăх тăванĕсем – Илья Андреев, Анастасия Чугунова, Лидия Чебоксарова, çавăн пекех район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пайĕн начальникĕ Зарема Князева, тĕп библиотекăн краеведени пайĕн заведующийĕ Людмила Зайцева, Иван Иноходов çыравçă, «Елчĕк ен» хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Малышкин сăмах каларĕç.

Пулас паттăр шкул çулĕсенче Аркадий Богдановпа питĕ туслă пулнă, пĕр парта хушшинче ларнă. Çыхăнăва яланах çирĕп тытса пырас тĕллевпе вĕсем çырса килĕшÿ те йышăннă. Анчах каччăсен туслăхне вăрçă пурнăçа кĕртме май паман.

Мероприятие хутшăннă хăнасем паттăр бюсчĕ умне чечексем хунă, музейри экспонатсемпе паллашнă.

Кĕске справка

С.А.Андреев Энтепе ялĕнче çуралнă. Вулав çурчĕн заведующийĕнче ĕçленĕ. 1942 çулта фронта тухса кайнă, 25-мĕш гварди стрелковăй дивизи йышĕнче тĕрлĕ операцисене хутшăннă. Танксене хирĕç çапăçакан расчет командирĕ 1943 çулхи юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче Днепропетровск облаçĕнчи Вовничи ялĕнче пынă хаяр тытăçура паттăрла пуçне хунă. 1944 çулхи нарăс уйăхĕнче ăна Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă.

Ентеше Ленин орденĕпе, медальсемпе наградăланă. Унăн ятне Елчĕк районĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхăн кĕнекине кĕртнĕ.

Аслă Çĕнтерÿ 40 çул çитнине паллă тунă май, паттăра асăнса çулсерен Энтепе-Елчĕк маршрутпа çăмăл атлетсен агитчупăвне ирттересси йăлана кĕнĕччĕ. Пĕлтĕртен вара ăна велочупуçăсем йĕркелеççĕ. 1999 çулта Павел Щипцов журналист район хаçатĕнче «Энтепе каччи» повесть пичетленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code