Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Пултаруллă вĕрентекенсем

Пултаруллă вĕрентекенсем

Елчĕкри вăтам шкулти Алексей Данилов, Сергей Долгов, Венера Тябукова, Сергей Александров, Виктор Демьянов учительсем вĕрентекен ачасем çулсеренех Пĕтĕм Раççейри предметсен олимпиадин районти тапхăрĕнче пысăк пултарулăх кăтартаççĕ. Вăл çеç-и, регионти предметсен олимпиадисенче вĕсен вĕренекенĕсем шкул, район ятне çÿле çĕклеççĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче те Алексей Ардалионович, Сергей Витальевич, Венера Витальевна, Сергей Всеволодович, Виктор Петрович ачисем астрономи, технологи, географи, физкультура предмечĕсемпе регион шайĕнче палăрнă. Наставниксен ĕç стажĕ пысăк, вĕренекенсем вĕсене юратаççĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: А.Данилов, С.Долгов, В.Тябукова, С.Александров, В.Демьянов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code