Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шăплăх хуçаланакан кĕтесре

Шăплăх хуçаланакан кĕтесре

Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕ ултă яла пĕрлештерсе тăрать. Вĕсенче 535 хуçалăх шутланать, 1549 çын пурăнать.

Пĕчĕк ялсенче пурăнакансен пурнăçĕпе кăсăкланса чи малтанах Кĕçĕн Патреккеле /1931 çулччен Çĕнĕ Патреккел/ çитрĕмĕр. Район центрĕнчен 15 çухрăмра вырнаçнă вăл. Административлă центртан поселока çитнине сиссе те юлаймăн. Асфальтлă çул тикĕс те яка.

Поселокра пĕр урам: Советсен ятне панă ăна.

Пĕлме кăсăклă: поселока 1928 çулта Патреккел çыннисем куçса килсе йĕркеленĕ. Чи малтанах Владимир Арбузов, Фома Бартасов, Никифор Мурзин çемйисем, 1929 çулта Капитон Кузнецов, Христофор Мурзин, Ефим Петров, Николай Ефимов, Николай Каринкин, Иван Каринкин, Степан Блинов, Антон Блинов, Николай Пчелов, Петр Бартасов, Федор Бартасов, Василий Черкасов, Константин Лапшов, Константин Иванов – мĕнпурĕ 17 хуçалăх, 97 çын çĕнĕ çĕре куçса килнĕ. 1929 çулта вĕсем «Кĕçĕн Патреккел» колхоз йĕркеленĕ. Унта 18 хуçалăх кĕнĕ. Вĕсем 220 гектар çĕр çинче тăрăшнă. Çулсем иртнĕçемĕн çын йышĕ чакса пынă.

Хальхи вăхăтра унта 17 çын пропискăра тăрать. Чи малтанах урамра кăштăртатакан Вера Арбузовăпа паллашрăмăр. Сакăр теçетке çула хăвалакан хĕрарăм Валерий ывăлĕпе пурăнать. Çулла пĕчченех, ывăлĕ инçете ĕçлеме çÿрет. Вера аппан кÿрши – Елизавета Мусалова. Елизавета Николаевна 12 çул каялла Чĕмпĕр тăрăхĕнчен куçса килсе кунта çурт туяннă. Аслă Таяпа хĕрĕ пулнăран ку тăрăха лайăх пĕлет. Унăн Наташа хĕрĕ Елчĕк шкулĕнче вуннăмĕш класра вĕренет. Хĕр ача Кĕçĕн Таяпа шкулĕнче вĕреннĕ чухне сăвă калакансен конкурсĕнче пултаруллă пулнине пĕрре мар сцена çинче кăтартнă.

Вера аппапа Лиза урамри пахча çумĕнчи сак çине канма тухса лараççĕ. Туслă, пĕр çăвартан пурăнаççĕ кÿршĕсем.

– Питĕ ырлăх пирĕн тăрăхра. Шăплăх хуçаланать, сывлăш уçă, анчах хамăр ватăлса пыратпăр, – теççĕ вĕсем.

Ял хĕрарăмĕсем кил картинче пахча çимĕç, çĕрулми лартса ÿстереççĕ. Картишĕнче чăх-чĕп усраççĕ. Пахчасенче чечексем ешереççĕ.

– Пĕринче çапла урамра ларатпăр. Пире хирĕçле пÿрт умĕнче мулкач çурисем пытанмалла выляççĕ тейĕн, сиккелесе çÿреççĕ. Çавăн пекех урамра тилĕсем иртсе пынине те час-часах асăрхама тивет. Анлă уй-хир хĕрринче пурăнатпăр вĕт, – пĕлтереççĕ хĕрарăмсем.

Урам вĕçĕнчен, 31-мĕш çурт умĕнчен, иртсе малалла анаталла анатпăр. Кашни хуçалăх умĕнчи пахчара тĕрлĕ йышши панулми, слива йывăççисем çимĕçĕсене чăтаймасăр усăнса лараççĕ. Ăнса пулнăскерсем: «Хăçан татĕç-ши пире?» – тесе кĕтеççĕ тейĕн.

Урамри çула вак чул сарса хытарнă. Унăн аяккинче тем çуллĕш те çăра курăк. Выльăхсене çÿреме аван та, анчах ватлăх енне кайнă çынсем мăйракаллă шултра выльăхсемех тытмаççĕ, чăх-чĕп, хур-кăвакал ÿстернипех çырлахаççĕ. Хытхура çукпа пĕрех, кашни хуçалăхах пăхса тăни сисĕнет. Пĕр-икĕ çурт кăна хуçисене кĕтсе илейменни курăнать.

Ял ĕлĕкхи чăваш ялне аса илтерет. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенче кашни хуçалăхăн урамра кĕлет пурччĕ. Çакă кунта чылай хуçалăхра сыхланса юлнă. Кунта цифра телевиденийĕ çитейменрен кашни пÿрт умĕнче тенĕ пекех спутник «турилккине» асăрхатăн. Акă Блиновсем умне çитрĕмĕр. Умри пахчара вĕлле хурчĕсем йышлă. Елена Блиновăран вĕсен шутне ыйтма та шутламарăмăр, хуçа тĕрĕссине каламастех. Йăли çавнашкал, шутне тĕрĕс пĕлтермелле мар. 68 çултан иртнĕ Лена аппа мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен тăван колхозра ĕçленĕ. Вăл çу кунĕсенче пĕччен мар, ачисем пулăшма килсех тăраççĕ. Акă, халĕ Саша ывăлĕ хурт-хăмăрпа аппаланать. Вĕлле хурчĕсем хăйсем пекех ĕçчен хуçана кăмăллаççĕ. Ялта чылайăшĕ вĕлле хурчĕсем ĕрчетет.

– Кăçал пыл пит ăнсах пулмарĕ, çапах пуçтарса илнине сутса пĕтертĕмĕр, – пĕлтерет Елена Петровна кăмăллăн.

Ытла тарават та ăшă чун-чĕреллĕ кунти халăх: ăнса пулнă панулмипе, сим пылпа хăналать, хăйсем патне килекен кашни çынна кăмăллă йышăнать, пÿрте чей ĕçме чĕнет. Урамра авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче тĕлĕнмелле шăрăх çанталăк тăнăран, камăнах пÿртре чей ĕçсе ларас килĕ, урамри сак çинче пуçланчĕ шăкăл-шăкăл калаçу. Унта ыттисем те часах пухăнчĕç. Йăла çирĕп кунта: машина сассине илтсенех пурте пÿртрен хăпса тухаççĕ. Ют çын ан çÿретĕр ялта. «Пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутлă», – тенĕрен пĕр çăвартан пурăнаççĕ.

Акă калаçăва 81 çулхи Клавдия Каринкина хутшăнчĕ.

– Эпир район хаçатне юратса вулатпăр. Районти тĕрлĕ ялти хыпарсемпе паллашнă май: «Пирĕн пата та килсе кураççех-ха», – тесе кĕтеттĕмĕр, акă, çитрĕр те. Мĕнле пысăк уяв. Пирĕн пурнăçпа кăсăкланакансем пурришĕн хĕпĕртетпĕр эпир, – савăнăçне пытараймасть Клавдия Николаевна.

81 çулхи хĕрарăм упăшкин аппăшне – Тамара Матвеевнăна пăхса пурăнать. Ĕмĕрне ĕçре ирттернĕ пулсан та аптăрамасть-ха вăл, вĕлле хурчĕсем те тытать.

– Ачасем çĕр улми кăларма килсе кайрĕç, – пĕлтерет вăл.

– Мана та хамăр çурт умĕнче ÿкерсе илĕр-ха асăнмалăх, – калаçăва хутшăнчĕ Петр Бартасов та.

61 çулхи арçын халĕ пĕчченех, хуçалăхне типтерлĕ тытать. Пенсие тухиччен хулара ĕçлесе пурăннă, халĕ тăван кил вучахне сÿнме памасть.

Ялта Николайпа Вячеслав Мурзинсем, Владимир Пчелов, Геннадий Лапшов кун кунлаççĕ. Арçынсенчен виççĕшĕ хусах. Зойăпа Василий Каринкинсем Таяпа Энтринче çурт лартнă.

Ял çыннисем кăмака-каланка хутаççĕ тата электричествăпа ăшăнса пурăнаççĕ. Ялта унччен клуб, пуçламăш классен шкулĕ пулнă. Вĕсем хупăнни чылай çул. Лавкка çук. Клуб çуртне Елчĕкри Анатолипе Антонина Зайламовсем туяннă. Вĕсем кунта выльăх-чĕрлĕх усрама пуçăннă.

– Кашни вырсарникун пире Елчĕкри Арбузовсем куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтереççĕ, – теççĕ кăмăллăн ял çыннисем.

Нинăпа Владимир Кĕçĕн Патреккелсен кĕтнĕ çыннисем. Апат-çимĕçпе кăна мар, калăпăр, чăх-чĕп валли эмел е хăйсене тăхăнмалли çĕнĕ çи-пуç кирлĕ – вĕсене шăнкăравласа яраççĕ те сутуçăсем ÿркенмеççĕ, ытти лавккасене, ветаптекăна е аптекăна кĕрсе ял çыннисем панă списокпа кирлине туянса каяççĕ. Кашнийĕн кĕсье телефонĕ пур, вĕсемпе тухăçлă усă кураççĕ.

Наташа Павлова почтальонка та хаçат-журнал валеçнисĕр пуçне ват çынсене тĕрлĕ апат-çимĕç продукцийĕсем илсе килсе парать.

Каласа хăвармасăр иртес мар, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Петров та кунтанах. Вăл ентешĕсен ыйтăвĕсене тивĕçтерессишĕн нумай тимлет.

Урам пуçламăшĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисене асăнса лартнă палăк вырнаçнă. Пĕчĕк поселокран вăрçа 26-ăн тухса кайнă, 11-шĕ тăван тăрăха таврăнайман. Паттăрсен вилĕмсĕр ячĕсем палăк çине çырăннă. Палăк çумнех беседка туса лартнă. Ял çыннисем пушă вăхăтра кунта уçăлса ларнине пĕлтереççĕ.

Пирĕн малаллахи çул Петровкăна тăсăлчĕ.

Пĕлме кăсăклă: 1927 çулта Кĕçĕн Елчĕк ялĕнче пурăнакансене «çĕнĕ çĕре» куçса кайма ирĕк панă. Чи малтанах Беляевсем, Сайкинсем, Архиповсем, Григорьевсем, Сергеевсем çĕнĕ вырăна тухса кайнă. 1929 çулта Патреккелĕнчи виçĕ хуçалăх вĕсем çумне хутшăннă. 1930 çулта 7 хуçалăхран «Петровка» колхоз йĕркелесе янă. Коллективлă хуçалăхăн 180 гектар çĕр пулнă.

Поселокра хĕл кунĕсенче виçĕ çуртран тĕтĕм тухать. Петровкăсем вутăпа хутса ăшăнаççĕ.

– Паян вут кÿрсе килесси йывăр мар. Вут-шанкăна татса çурасси те хăратмасть, вакланине кил умнех пырса тăкаççĕ, – теççĕ хăйсен пурнăçĕпе киленсе пурăнакансем.

Лариса Беляева ашшĕпе амăшĕ вилнĕ хыççăн çу кунĕсене кунта ирттерме кăмăллать. Ÿркенмен хĕрарăм вĕллесем тытать.

З.Семеновăпа А.Скворцова

Эпир Анастасия Скворцова умĕнчи сак çинче калаçса ларатпăр. 96 çултан иртнĕ хĕрарăм чи асли кунта. Çичĕ ача çуратса ÿстернĕскер ытти чухне Геннадий ывăлĕпе пурăнать. Хальхи вăхăтра Свердловск облаçĕнче хунав янă Лида амăшне пăхма килнĕ. Çавăнпа та Анастасия Ефимовна кăна мар, кÿршĕ хĕрарăмĕ – Зоя Семенова та – пĕчченлĕхе туймаççĕ. 85-ри хĕрарăма амăшĕпе пĕрле кÿршĕн хĕрĕсем мунча хутса кĕртеççĕ.

– Пĕчченех ĕмĕрлетĕп ĕмĕрĕме. Кунĕн-çĕрĕн ĕçрен пушанайманран çемье çавăрма та вăхăт пулмарĕ. Пирĕн ялти сысна ферми хăй вăхăтĕнче кĕрлесе тăратчĕ. Эх, иртрĕ вăхăт. Кам шутланă ватлăх çитет тесе. Юрать шăллăмăн ывăлĕ Миша пулăшать. Кĕçĕн Таяпаран велосипедпа килсе çÿреме ÿркенмест, – пĕлтерет ĕç ветеранĕ.

Пирĕн йыша Александра Серафимова хутшăнчĕ. Вăл ватлăхра пĕччен марришĕн савăнать. Алексей ывăлĕ хальхи вăхăтра çемье кассине пуянлатма инçете ĕçлеме кайнă. Ытти чухне 37 çулхи каччă мĕн кирлине Кĕçĕн Таяпа лавккинчен туянса килсе парать. Çавăн пекех кашни вырсарникун сутуçăсенчен куллен кирлĕ таварсем туянаççĕ вĕсем.

Хĕл кунĕсенче Кĕçĕн Патреккел ялне юртан тасатса тăраççĕ-ха, Петровкăра вара хĕлле лаша çуни йĕрри кăна палăрать. Ватăсем чирлесси те час-часах пулать. Каркаларти фельдшерпа акушер пунктĕнчи Ольга Иванова, ĕçе Таяпа Энтринчен çÿрекенскер, ялсене пĕтме паман пенсионерсен сывлăхне тĕрĕслеме пырса çÿрет.

Çулçÿреве малалла тăсса Çĕнĕ Тÿскел ялне кĕтĕмĕр. Ытти çулсенче çăра çеремпе хупланнă çул çинче автомашина йĕррисем палăрмасчĕç, кăçал вара асфальт хĕрринченех ялалла каякан çула тусан хупланă тееймĕн. Яла транспорт çÿрени куç кĕрет. Ял пулнă вырăна кĕнĕ май умра кирпĕч çурт хăпартни курăнчĕ. Икĕ хутлă çурт тăррине витеймен-ха. Шел, хуçисене тĕл пулма май килмерĕ. Вĕсем стройка ĕçĕпе район центрне кайнă иккен.

Пĕлме кăсăклă: Çĕнĕ Тÿскел поселокĕ 1928 çулта никĕсленнĕ. Районта коллективизаци пуçланнă май хресчене пушарта çуннă çĕрсем çине куçса кайма ирĕк панă. Каркалартан 5 çухрăм кăнтăралла çырмаллă вырăнта чи малтанах Тÿскелти Анисимовсем, Ивановсем, Морозовсем, Кирилловсем, Соколовсем, Кузьминсем, Сергеевсемпе Константиновсем /пурĕ 35-ĕн/ куçса ларнă. Çав çулах «Новое Тоскаево» юлташлăх, каярахпа, 1931 çулта, 8 хуçалăх колхоз йĕркелесе янă. 150 гектар çĕр çинче тырпул ÿстернĕ. 2004 çулта поселокра пĕр хуçалăх шутланнă, пĕр çын пурăннă.

Юлашкинчен çирĕм çул каялла пулнăччĕ Çĕнĕ Тÿскелте. Ун чухне Валерий Кириллов механизаторăн хуçалăхĕ çирĕпчĕ. Выльăх-чĕрлĕх нумай усратчĕç. Кил хуçи хĕрарăмĕ, Таиç аппа, манăн асăмра юлнă. Мĕншĕн тесен эпир кÿршĕ ялсенчен. Таисия Павловна Патăрьел районĕнчи Татмăш ялĕнче çуралнă. Ун чухне Зеленая урамра тайăлма пуçланă виçĕ-пилĕк çурт ларатчĕ. Умра кÿлĕ çуталса выртатчĕ. Унта пулăсем шăмпăлтататчĕç. Урам сад пахчисемпе илемлĕччĕ. Паян вара урамăн йĕрри те паллă мар. Пĕр çулхине хирти хытхурана чĕртсе янă та – вут-çулăм Çĕнĕ Тÿскелне çитнĕ, кивелнĕ çурт-йĕрсенчен нимĕн те юлман. Ялти пĕртен-пĕр Таисия Павловна та ачисем патне хулана тухса кайнă. Халĕ 78 çулхи Таиç аппа ватлăхра тăван ене таврăнасшăн. Çавăнпа та Сергей ывăлĕ тĕп кил вырăнне çурт хăпартнă. Иккĕшĕ пропискăра кунта тăраççĕ.

Хальлĕхе ялта пурăнма нимĕнле услови те çук. Электричество пралукĕсене те тахçанах каснă.

– Яла таврăнас, ăна çĕнĕрен çĕклес текенсене май килнĕ таран пулăшăпăр, – тет ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Васильевич.

Кирилловсене урăх, цивилизациленĕ ялсенче çурт лартма сĕннĕ, анчах вĕсем килĕшмен. Хăйсем ÿснĕ вырăнах хуçалăх йĕркелеме палăртнăскерсене епле тытса чарайăн. Вĕсен 51 сотăй çĕр пур. Хытхура ăшне путнăскерсене майĕпен йĕркене кĕртсе пырас ĕмĕтпе çунатланаççĕ.

Пулăсем ишсе çÿрекен кÿлĕне палласа илме çук халĕ. Симĕсленсе лачака ăшне путнă вăл. Çурт никĕсне янă май кунта тахçан ял пулнине çирĕплетекен паллăсем нумай: ача-пăча атти е ытти япаласем выртаççĕ.

Ĕçре пиçĕхсе ватăлнă юбилярсене килне пырса саламласси, Питрав, Сăпас уявĕсене хаваслă ирттересси çирĕп йăлана кĕнĕрен Кĕçĕн Патреккелсемпе Петровкăсем культура ĕçченĕсене лайăх паллаççĕ. Сăмах май, Глафира Григорьевăпа Ангелина Софронова пирĕн çула кĕскетме пулăшнăшăн тав сăмахне тивĕçлĕ. Вĕсене ватăсем хапăл пулни тÿрех курăнчĕ. Часах Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунĕ çывхарать, çавна май вырăнти культработниксем аслă ăру çыннисемпе уяв йĕркелеме калаçса татăлчĕç.

– Эпир вилсен пирĕн ялсем те пĕтеççĕ ĕнтĕ, – пăшăрханăвне пытармаççĕ ватăсем.

Хальлĕхе вара паянхи кун илемĕпе савăнса, киленсе пурăннине нимĕн те çитмест. Ыранхине кам пĕлет, кама мĕн кĕтет;

Валентина КИРИЛЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code