Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Хĕрĕм, сывлăхна ан хавшат

Хĕрĕм, сывлăхна ан хавшат

Хулана кайсан тĕлĕнмелли тупăнатех вара. Хальхинче автовокзал айккинче хĕрсем пирус мăкăрлантарса тăнине чылайччен сăнаса тăтăм. Ара, ытла та çамрăк-çке, халь-халь кăна хулана килнĕ ял хĕрĕсем иккенни куç кĕрет. Чăтаймарăм:

– Эсир аçу-аннÿ килне кайма тухнă пулĕ-ха? Ялта ÿснĕ хĕр упраç намăс-симĕсе пĕлекенччĕ. Халĕ пирус туртма пăрахтарас ыйтупа патшалăх шайĕнче калаçаççĕ. Эсир вара? – терĕм вĕсене хамăн мăнуксен çулĕсенче пулнине кура хыттăнах. Унтан вĕсем хурав парасса кĕтрĕм. Хальхи çамрăксем хирĕç калаçма пит ухата.

– Зина аппа, аннене каласа ан пар, тархасшăн, – терĕ пĕр хĕрĕ мана куçран тинкерсе.

Ятран чĕнессе кĕтменскер, çухалсах кайрăм малтанлăха. Эпĕ вĕт хĕрсене палламасăрах калаçу пуçартăм.

– Эпĕ пĕрремĕш хут. Тутанса кăна пăхрăм, – терĕ хайхискер мана тантăшĕсенчен аяккарах илсе кайса.

– Юрĕ, никама та каламăп, анчах çăварна ан чик эсĕ çав сиенлĕ япалана, – терĕм те пăрăнса утрăм.

– Нихăçан та, нихăçан та, Зина аппа, – тесе юлчĕ хĕр.

Автобуса ларса темччен шутласан та никам хĕрне е мăнукне тăваймарăм. Анчах ăна шантăм, ытла та тарăн шухăша путнăн туйăнчĕ вăл. Тем пекехчĕ.

З.ВОРОНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code