Среда, 5 октября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăваш Ен лайăххисен ретĕнче

Чăваш Ен лайăххисен ретĕнче

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствин анлă ларăвне хутшăннă. Унти калаçу, тĕпрен илсен, «Экологи» наци проекчĕ тавра пынă.

Чăваш Наци телекуравĕн журналисчĕсен ыйтăвĕсене хуравланă май Раççей Федерацийĕн çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ Дмитрий Кобылкин «Экологи» наци проекчĕ Чăваш Енре тухăçлă ĕçе кĕнине палăртнă. РФ ытти субъекчĕсемшĕн республика паха тĕслĕх пулса тăрать, тенĕ вăл хăйĕн сăмахне малалла тăснă май. «Ку ĕçре уйрăмах Чăваш Республикин Пуçлăхĕн витĕмĕ пысăк. Енчен те вăл тимлĕх уйăрман пулсан, пысăк çитĕнÿсемпе палăрма май та çук пулнă пулĕччĕ. Наци проекчĕ пурнăçа кĕни куçкĕретех. Сирĕн малтан та ку енĕпе лару-тăру начар мар пулнă. Экологи тĕлĕшĕнчен пысăк ĕçсем йĕркелесе ирттернĕ. Хальхи вăхăтра та, чăнласах, Чăваш Ен лайăххисенчен пĕри», – тенĕ министр.

Республикăра йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлес ĕçри çĕнĕлĕхсем 2018 çулхи октябрь уйăхĕнчен пурнăçа кĕме тытăннă. Регионти оператор паян 1670 ял тăрăхĕнчи ĕç-пуçа йĕркелесе пырать. Малтанласа хăш-пĕр ялсенче çÿп-çапа пухса тирпейлеме ятарлă контейнерсем çителĕклĕ пулманни чăрмав кÿнĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн витĕмлĕ йышăнăвне пула пуçару бюджечĕн программине тĕпе хурса республика хыснинчен ял тăрăхĕсене укçа-тенкĕ уйăрнă. Çак нухратпа усă курса çÿп-çап пухса тирпейлемелли ятарлă вырăнсем йĕркеленĕ, контейнерсем те туяннă.

Свалкăсене йĕркене кĕртессипе те Чăваш Ен лайăххисенчен пĕри. Раççей Федерацийĕн Общество палатин членĕсем кулленех регионсенчи лару-тăрупа паллашаççĕ. Вĕсем Чăваш Енре ку енĕпе туса ирттернĕ ĕçсене пысăк хак панă. «Симĕс патруль» обществăлла организаци хаклавĕ тăрăх, пирĕн республика федерацин Атăлçи округĕнче те экологи тĕлĕшĕнчен иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code