Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Эрех сутас йĕрке улшăнать

Эрех сутас йĕрке улшăнать

Уявсенче алкоголь сутас йĕрке малашне кăшт улшăнать: уявра алкоголе кун-каçа мар, палăртнă сехетсенче кăна сутма чарĕç. Çакна Чăваш Ен Правительствин анлă ларăвĕнче йышăннă.

Хăйĕн сăмахĕнче экономика аталанăвĕн министрĕ Павел Иванов вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем спиртлă шĕвеке ваккăн суту-илÿ тăвакан сетьсенче кăна сутма чарассине чикĕлеме пултарассине, анчах ниепле те ресторансемпе кафесенче маррине палăртса каланă.

Йышăнăвăн проектĕнче çавăн пекех алкоголь сутма чармалли уявсен списокне те палăртнă. Вĕсем – патшалăх уявĕсем: район тата хула кунĕсем.

Чиновниксем списокран юлашки шăнкăрав уявне тата вунпĕрмĕшсен сывпуллашу каçĕсене кăларма сĕннĕ. Мĕншĕн тесен çак уявсем тĕрлĕ шкулта тĕрлĕ кун иртеççĕ. Çавăн пекех федераци саккунĕ çул çитмен çамрăксене алкоголь продукцине кирек хăш вăхăтра тата кирек хăш вырăнта та сутма чарать. Çавăнпа та чиновниксем вĕсен тĕлĕшпе хушма чикĕлевсем вырăнлах маррине палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code