Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Савăнăçĕ ачисемпе мăнукĕсенче

Савăнăçĕ ачисемпе мăнукĕсенче

Шура аппа /çапла чĕнеççĕ ăна ялта/ хăнăхнă йăлапа ирех ура çине тăрать. Чăх-чĕпне апат парса кĕрсенех кухньăра кăштăртатать. Паян виçĕ чăхне пусса тирпейлерĕ. Унтан какай ярса яшка лартса ячĕ. Хăй те вĕри апатсăр тăраймасть, тата килте арçын пур-çке, ăна та ĕçе кайиччен апат хатĕрлемелле. Çавна май çĕр улмине шуратрĕ, кишĕрне теркăларĕ, сухан турарĕ… Часах техĕмлĕ шăршăллă чăх яшки пÿлĕме сарăлчĕ. Кунпа кăна çырлахмарĕ-ха кил хуçи хĕрарăмĕ, чуста хурса вĕтĕ кукăльсем пĕçерме шут тытрĕ. Хитре питлĕ кукăльсем пиçсе тухнă хыççăн алла швабра тытрĕ, кухня урайне çуса тухрĕ.

Çак самантра Митя ывăлĕ кил картине шăлса кĕчĕ ĕнтĕ.

– Анне, мĕнле ĕлкĕретĕн эсĕ; Сана халĕ кăштах кансан та çылăх мар. Юн пусăмĕ каллех ÿссе каять, акă, – тесе ывăлĕ шалти пÿлĕме тонометр илме кĕчĕ.

– Эпĕ вырăн çинчен тăрсанах, эмелсем ĕçнĕ хыççăн виçрĕм. Йĕркеллех, – терĕ те амăшĕ, çемье сĕтел хушшине вырнаçрĕ.

Шăкăл-шăкăл ун-кун çинчен калаçнă хыççăн Дмитрий Витальевич шкула васкарĕ. 28 çул педагогра тăрăшать вăл. Чылай вăхăт шкул коллективĕн тилхепине те тытса пычĕ.

Амăшĕн хăлхисем хытнăран сасă хăпартса калаçма тивет ывăлĕн. Нимĕн те тăваймăн, ватлăхран никам та тарса пытанаймĕ. Урама тухсах çÿреймесен те кил-картинче патакпа утни те лайăх ку чухне.

Ывăлĕ ĕçе тухса кайнă хыççăн кил-çуртри япаласене пуçтарчĕ амăшĕ. Унтан ĕнер паллашайман район хаçатне ярса тытрĕ. «Елчĕк енри» кашни хыпар-статьяна шĕкĕлчет ĕç ветеранĕ. Кама юбилей ячĕпе саламлаççĕ, е ытти уявсемпе – пурне те вуласа тухать. Районта паллакансем йышлă, мĕн тесен те районти пуху-канашлусене хутшăннă. Ватлăхра ашшĕ-амăшне, кукашшĕ-кукамăшне, аслашшĕ-асламăшне саламлани камăн чĕрине ăшăлăх ан кÿтĕр. Хăй те сисмерĕ, тем самантра утса тухнă анлă пурнăç çулĕ куç умне тухса тăчĕ.

…Илемлĕ те вăрманлă Йĕпреç районĕнче çуралса ÿснĕ Шура. Вăтам шкул пĕтерсен ялти çамрăксемпе Оренбург облаçне ĕçлеме кайнă. Унта штукатур-малярта тăрăшнă маттур пике шоферта ĕçлекен Çĕнĕ Пăва каччипе паллашнă. Туслă çÿренĕ хыççăн çемье çавăрнă. Малтанах çамрăк мăшăр кунтах ĕçлесе пурăннă. Аслă хĕрĕ çуралсан тăван тăрăха таврăннă. Ялта Горшковсем колхоза ĕçе вырнаçнă. Виталий Дмитриевич уй-хир бригадирĕнче, кладовщикра нумай çул ĕçленĕ. Александра Романовна ял хуçалăх профессине алла илес тесе, ачаллă пулнине пăхмасăр, Патăрьелĕнчи професси училищине вĕренме кĕнĕ. Техник-осеменатор удостоверенине илсен Мичурин ячĕллĕ, «Россия», «Урожай» колхозсенче тăрăшнă. «Сатурн» хуçалăхра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. 50 çулта пенсие тухсан тата çичĕ çул ферма сукмакне такăрлатнă вăл.

Александра Горшкова шаннă ĕçе пысăк яваплăхпа пурнăçланипе палăрнă.

– Ун чухне фермăра çирĕп йĕрке хуçаланнă. Ĕç условийĕ хальхи пек çăмăл пулман пулсассăн та ÿркенекенсем çукчĕ. Кашнийĕшĕ хăйĕн ĕçне чунтан парăннă, – аса илет иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш-сакăрвуннăмĕш çулĕсенче районта кăна мар, республикăра чи лайăх техник-осеменатор ятсене пĕрре мар çĕнсе илнĕ А.Горшкова.

Çак хисеплĕ хутсене типтерлĕ упрать вăл. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн, кашни 100 ĕнерен 100 е 95 пăру илнĕшĕн КПСС Чăваш обкомĕпе Министрсен Кабинечĕн Хисеп грамотисем те, СССР Халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен выставкин медалĕсем, ытти Тав хучĕсем йышлă унăн. 1970 çулта амăшĕ Мускаври ВДНХран транзитлă радиоприемникпа таврăннине ачисем лайăх астăваççĕ.

Ĕçне кура чăннипех те хисепленĕ ăна. Фермăра çуллен пăрусен йышĕ ÿссе пынăран кĕтĕве çĕнетсех пынă хуçалăх. Лайăх ăратлă ĕнесенчен сĕтне те ытлă-çитлĕ суса илнĕ, хуçалăх кассине «шурă ылтăнран» кăна укçа-тенкĕ сахал мар кĕнĕ. Пурăна киле витесене çĕнĕ çĕре куçарнă. Унта вара чылай ĕçе механизациленĕ. Çанă тавăрса тăрăшнă хăй ĕçĕнче ăста специалист.

Александрăпа Виталий Горшковсен çемйинче пилĕк ача çитĕннĕ. Вĕсем пĕр тăвансене çирĕп воспитани, тарăн пĕлÿ парса ÿстернĕ. Кашнийĕшĕ хăйсем килĕштерекен профессие суйласа илнĕ. Пурте аслă пĕлÿллĕ. Асли, Лилия, Самара, Аля Çĕнĕ Шупашкар, Ритăпа Тамара Мускав хулисенче хунав янă. Çывăхарах пурăнакан хĕрĕ, Аля, тăван яла тăтăшах килсе çÿрет. Амăшне мунчана çăвăнма илсе каймалла-и е тата ытти – ватăна кансĕр. Вунă çул каялла аслăк тăрринчен ÿксе вилĕм аллинчен хăтăлнă амăшне ачисем çав тери упраççĕ. Инçетрисем те çывăх мар çула кĕскетме тăрăшаççĕ. Çывăх вăхăтра шăпах вĕсем тăван килте пуçтарăнма калаçса татăлнă пĕр-пĕринпе.

– Анне, пыратпăрах, çулларанпа курман, – шăнкăравлаççĕ куллен ачисем.

– Ватлăхра ачасемпе, мăнукăмсемпе савăнса пурăннине нимĕн те çитмест. Манăн тата кĕрÿсем епле лайăх.., – пĕлтерет ватă кăмăллăн.

Александра Романовнăн мăшăрĕ 2006 çулта çĕре кĕнĕ.

– Юрать Турă пĕртен-пĕр ывăл парнеленĕ пире. Вăл тĕп килшĕн, маншăн тăрăшни чăн-чăн пысăк телей, – ывăлне ăшшăн тинкерсе пуплет Шура аппа.

Сăпайлă, сасă хăпартса калаçма пĕлмен А.Горшкова Çыран урамĕнчи чи хисеплĕ çынсенчен пĕри. Ырă ят-сума пилĕк ача амăшĕ тивĕçлĕ ĕçпе çĕнсе илнĕ.

В.СМИРНОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: А.Горшкова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code