Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕллевлĕ хушма укçа

Тĕллевлĕ хушма укçа

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăç пахалăхне лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен» 118 номерлĕ Указа алă пуснă.

Ăна Раççей Президенчĕн 2018 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи «2024 çулчченхи тапхăрта Раççей Федерацине аталантармалли наци тĕллевĕсем тата стратегиллĕ задачăсем çинчен» 204-мĕш Указĕнче палăртнă наци тĕллевĕсене тата вĕсенчен тухса тăракан кăтартусене пурнăçлассине тивĕçтерме йышăннă. Документра республикăра 2020 çулта чи малтан пурнăçламалли ĕçсене планланă. Вĕсен шутĕнче вĕрентÿ тытăмне инноваци çулĕпе малалла ярасси, ачасемпе çамрăксене тĕрĕс воспитанипе пахалăхлă пĕлÿ паракан хальхи вăхăтри вĕрентÿ тытăмне никĕслеме тивĕçлĕ услови туса хурасси, халăх сывлăхне çирĕплетесси, ĕçмелли таса шывпа тивĕçтересси, пурнăç тăршшĕне тăсасси, кашни çынна пултарулăхне кăтартма, пĕлÿпе информаци илме, физкультурăпа спорт мероприятийĕсене хутшăнма майсем туса парасси тата ытти те.

Указа пурнăçа кĕртме Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинетне тивĕçлĕ мерăсем йышăнма хушнă. Чăваш Енĕн 2020 çулхи тата 2021-2022 çулсенчи бюджечĕсене йышăннă чух 2020 çул валли вĕрентÿ тытăмне инноваци никĕсĕнче аталантармашкăн условисем тума – 1,2 млрд, сывлăх сыхлавĕн тухăçлă пирвайхи звенине йĕркелеме – 1 млрд, культура облаçĕнче хальхи вăхăтри условисем тума тата халăх пурăнакан вырăнсенче спорт инфратытăмне аталантарма – 500-шер млн, ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерекен тытăмсен тухăçлăхне пысăклатма 200 млн тенкĕ уйăрма сĕннĕ. Вăл правительствăна материалсемпе техника никĕсне çирĕплетме пăхнă патшалăх тата муниципалитет учрежденийĕсен переченьне тума, сывлăх сыхлавĕн пирвайхи звенине модернизацилемелли программăна хатĕрлесе çитерме хушнă. Çавăн пекех çĕнĕрен тума, юсама, реконструкцилеме палăртнă спорт объекчĕсен переченьне хатĕрлеме ыйтнă. Ĕçмелли шывпа тивĕçтерекен объектсенчен хăшĕсене тĕпрен юсассине те çывăх вăхăтра пĕлĕпĕр.

Указа пурнăçа кĕртме 2020 çулта пурĕ 3,4 млрд тенкĕ уйăрма сĕнеççĕ. Указăн тĕп тĕллевĕ – халăха хăтлă пурнăç условийĕсем туса парасси.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code