Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Афган вăрçинче – пилĕк хĕр

Афган вăрçинче – пилĕк хĕр

Вăрçă хĕрарăм ĕçĕ мар теççĕ пулсан та, этемлĕхĕн черчен çурри те унран аякра юлмасть. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче, «хĕрÿ точкăсенче» патвар салтаксемпе пĕр рете тăрса хĕрарăмсем те паттăрлăх кăтартнă, кăтартаççĕ.

Ку статьяра манăн вулакана Афганистан вăрçине хутшăннă районти 5 хĕр çинчен каласа парас килет. Вĕсемпе мана телефон урлă калаçма, Совет çарĕсене Афганистан Республикинчен илсе тухнăранпа 30 çул çитнĕ ятпа ăшшăн саламлама та тÿр килнĕччĕ. Курнавăшри Юрий Смирнов, Тăрмăшри Владимир Щербаков ?йывăр тăпри çăмăл пултăр/, Аслă Пăла Тимешри Зинаида Портнова, Елена Лисицина, Тĕмерти Анатолий Солин вĕсем пирки пĕлме пулăшрĕç.

Галина Сергеевна ВОРОБЬЕВА. Курнавăшра çуралса ÿснĕскер шкул хыççăн Канашри медицина училищинче пĕлÿ илнĕ, унтан пĕр хушă Çĕнĕ Пăва ялĕнчи фельдшер пунктĕнче тăрăшнă. Афганистанра 1980-1982 çулсенче пулнă, Шинданд хулинчи госпитальте медсестрара тăрăшнă. Унтан таврăнсан 30 çул Шупашкарти психиатри больницинче медсестрара ĕçленĕ.

Вера Александровна КРАСНОВА. Вăл Тăрмăш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ – Александр Петрович /1915-2007çç/ – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, Аслă Çĕнтерĕве Кенигсберг хулинче кĕтсе илнĕ, Хĕрлĕ Ялав, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсен кавалерĕ.

Шкул хыççăн Вера Шупашкарти медицина училищинче вĕреннĕ. Унтан тĕп хулари тĕрлĕ больницăра тăрăшнă. 4-5 çул ĕçленĕ хыççăн ăна салтак тумĕ тăхăнма хушнă. Джелалабадри госпитальте тăрăшнă вăл, темле йывăр лару-тăрăва та тÿсĕмлĕн чăтса ирттернĕ. Операци ăнăçăвĕ тухтăртан анчах мар, медсестра тыкаларăшĕнчен те чылай килет. Аманнă салтаксем ăна «медсанбат пирĕштийĕ» тесе чĕннĕ. Хĕр Александр Селецкий тухтăрпа пĕрле кунĕн-çĕрĕн операци сĕтелĕ умĕнче тăнăран таврăннă пурнăçсен, сыхласа хăварнă ал-урасен шучĕ те çук.

Афганистанран таврăнсан Шупашкарти 5-мĕш больницăн реанимаци уйрăмĕнче аслă медсестрара тăрăшнă. Халĕ Санкт-Петербургри Р.Р.Вреден ячĕллĕ ортопеди тата травматологи институтĕнче вăй хурать.

Раиса Феоктистовна ЛИСИЦЫНА. Вăл 1958 çулта Аслă Пăла Тимеш ялĕнче çуралнă, 1975-1977 çулсенче Шупашкарти кулинари училищинче вĕреннĕ. Повар пулса каять Афганистан вăрçине, Шиндандри 94131 номерлĕ çар чаçĕнче тăрать. «Вилĕм айлăмĕ» тесе каланă çак вырăна.

– 1979 çул вĕçĕ, 1980 çул пуçламăшĕ пирĕн салтаксемшĕн уйрăмах йывăр вăхăт пулнă. Госпитальте аманнă салтаксем валли вĕри апат хатĕрлемелле – электричество çук. Çар кухнипе пĕçерес – вутă-шанкă тупаймăн. Унта кунти евĕр вăрмансем кашламаççĕ. Ĕçмелли шыв тупма çукки – тепĕр пысăкран та пысăк нуша. Пурнăçпа вилĕм хушшинче тăрса инçетрен турттарса килнĕ ăна, перекетлĕхе мала хунă. Кăнтăрла иртсен таврара хăйăр тăманĕ алхасатчĕ. Кунти çил-тăманран пĕрре те кая мар вăл, – çакăн евĕр аса илÿсем юлнă хĕрарăм чĕринче.

Роза Николаевна МУЛЛИНА. 1951 çулхи пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче Тĕмер ялĕнче кун çути курнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче вĕреннĕ. Афган Республикинче 1983-1986 çулсенче пулнă – госпитальте инфекционист тухтăр тивĕçне пурнăçланă. Тăван çĕршыва таврăнсан Санкт-Петербургри, Шупашкарти больницăсенче тухтăр пулса тăрăшнă, халĕ тивĕçлĕ канура.

Людмила Валериевна ПОРТНОВА. Аслă Пăла Тимеш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шел пулин те, унăн телефонне тупма май килмерĕ. Вăл Украинăра пурăнни, мăшăрĕ çар çынни пулни паллă. Тăванĕсем Людмила пирки хаçата çырса пĕлтерсен питĕ аван пулĕччĕ.

Сăмах май, çакна та палăртса хăварас килет. Çак вăрçа пирĕн районта çуралнă 300 ытла çамрăк хутшăннă. Шел пулин те, Афган çĕрĕ çинче виççĕшĕн пурнăçĕ – Юрий Геннадьевич Борисовăн ?Елчĕк/, Анатолий Митрофанович Патшинăн /Аслă Елчĕк/, Юрий Петрович Григорьевăн ?Кивĕ Эйпеç/ пурнăçĕ çамрăклах татăлнă. Вĕсен пирки маларах «Эпĕ – Раççей гражданинĕ» проектра çырнăччĕ, çавăнпа та тĕплĕн чарăнса тăмастăп.

Çак виçĕ паттăр ячĕпе хăйсем çуралса ÿснĕ ялсенче аллея уçсан питĕ аван пулĕччĕ. Ку сĕнĕве эпĕ ветерн-афганецсен пухăвĕнче те çĕкленĕччĕ. Интернационалла тивĕçе пурнăçласа вилнĕ салтаксен тăванĕсем унта ларса калаçма, паттăрсене аса илме пултарччăр. Çакăн евĕр аллея Сăрьел ялĕнче пуррине хыпарлас килет. Манăн аттепе пĕр тăвансем тăваттăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă. 1985 çулта Сăрьелĕнче граждансемпе иртнĕ пуху историне кĕрсе юлчĕ тесен те йăнăш мар. Ун чухне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 40 çул çитнĕ тĕле халăхран ялтан вăрçа хутшăннă 220 çынна /вĕсенчен 119-шĕ каялла таврăнаймарĕ/ асăнса аллея уçас сĕнÿ пулнăччĕ. Çак пуçарăва эпĕ йăлтах хам çине илтĕм. 120 йывăç лартса пăхса ÿстертĕмĕр, ăна сеткăпа тата профнастилпа тытса çавăртăмăр. Аллейăна халĕ те тивĕçлĕ пăхса тăма тăрăшатăп. Парк ятне çырма Леонид Григорьев уйрăм предприниматель пулăшрĕ.

Р.ХАРИСОВ.
Сăрьел.

Сăн ÿкерчĕкре: Вера Краснова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code