Суббота, Декабрь 7, 2019   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Поздравления > Поздравление глав района с Днем пожилых

Поздравление глав района с Днем пожилых

Хаклă ентешсем, ветерансем!

Сире Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатпăр!

Пурнăçра эсир сахал мар ырă та пархатарлă ĕçпе палăрнă. Сирĕн пĕлÿ, тарăн ăс-тăнпа пуян опыт паянхи тапхăрта питех те пĕлтерĕшлĕ, вĕсем çамрăксен шухăш-тĕллевĕсене пурнăçа кĕртме пулăшса пыраççĕ. Эсир ăс-хакăл тата йăла-йĕрке пуянлăхне упракансем те, ачăрсемпе мăнукăрсемшĕн çирĕп тĕревпе шанчăклă пулăшакансем пулса тăратăр.

Çулсем иртнине пăхмасăр эсир паян та район пурнăçĕнчи обществăлла ĕçе активлă хутшăнатăр.

Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче тăшмана çĕнтерсе пире тăнăç пурнăç парнеленĕ, çĕршыва ура çине тăратнă ветерансене уйрăм тав сăмахĕ калас килет.

Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр, тăванăрсемпе çывăх çыннăрсем сире яланах юратчăр тата хисеплеччĕр!

Елчĕк район пуçлăхĕ                                                         И.ВАСИЛЬЕВА
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ                 Н.МИЛЛИН

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code