Среда, Октябрь 16, 2019   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Уявра савăнчĕç

Уявра савăнчĕç

Иртнĕ эрнере Аслă Елчĕксем харăсах икĕ уява – ял 460 çул тата Ленин ячĕллĕ хуçалăх 90 çул тултарнине паллă турĕç.

Уяв программи анлă пулчĕ. Уявăн тĕп мероприятийĕсем ялти культура çуртĕнче иртрĕç. Ял халăхне тата килнĕ хăнасене чи малтанах ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Афанасьев саламларĕ, пурне те ырлăх-сывлăх, телей суннă май вăл ял пуласлăхĕшĕн, унăн хитрелĕхĕпе илемĕхĕшĕн тăрăшакан кашни çыннах пысăк тав сăмахĕ каларĕ. Чи-чи активлисем ертÿçĕн аллинчен Тав хучĕсене тивĕçрĕç.

Салам сăмахĕсен çумне райадминистрацин представителĕ Татьяна Пекпатрова, Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх предприятийĕн ертÿçи Валерий Падуев, ялăн хисеплĕ гражданинĕ Анатолий Молоствов тата ыттисем те хутшăнчĕç. Тирпей-илем енĕпе ирттернĕ конкурăсăн çĕнтерÿçисене – Гагарин урамĕнче пурăнакансене, Николай Петровичпа Надежда Зиновьевна Хушкинсен çемйине сламларĕç. Çавăн пекех сумлă ватăсене, çирĕп çемьесене тата çамрăк гражданина чысласси те тĕп вырăнта пулчĕ. Вĕсен йышĕнче Петр Алексеевич Печков, Ефросиния Максимовна Мисякова, 72 çул пĕрле пурăнакан Венера Петровнăпа Иван Александрович Кассировсен, Смолинсен /вĕсен хĕрĕ Мирослава кăçал тĕнчене килнĕ/ çемйисем.

Спорт мероприятийĕсемпе концерт программи уява хаваслăх кĕртрĕç. Çак кун культура çуртĕнче куравсем ĕçлерĕç, кунтах тĕрлĕ касра пурăнакансем пĕр-пĕринпе ăмăртмалла тулăх та пуян сĕтелсем хатĕрлерĕç.

/Хамăр корр./.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code