Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > «Çулталăкри çемье» конкурс

«Çулталăкри çемье» конкурс

иртрĕ районти ЗАГС пайĕнче.

Унта ял тăрăхĕсенче мала тухнă Аслă Елчĕкри Мешковсем, Лаш Таяпари Сметанинсем, Çуткÿлти Лакачовсем тата Таяпа Энтринчи Ильинсем хутшăнчĕç.

Чи малтанах финалистсем хăйсен çемйи пирки хатĕрленĕ электронлă презентаципе паллаштарчĕç. Кашни çемье пурнăç таппипе тан утса пырать. Нумай ачаллине пăхмасăр вĕсем ĕçре кăна мар, спортра та харсăр. Çавăн пекех общество пурнăçĕнчен те аякка пăрăнмаççĕ. Аслă Елчĕкри Мешковсене районта иртекен тĕрлĕ конкурссенче тĕл пулатăн. Çемье пуçĕ, Алексей Николаевич, районти почтамтра чылай çул тăрăшать. Надежда Александровна – муниципалитетăн «Елчĕк районĕнчи финанспа ресурссен тивĕçтерĕвĕн центрĕ» хысна учрежденийĕн бухгалтерĕ. Туслă çемьере виçĕ ача çитĕнет. Çемье нумаях пулмасть районти çемьесем хушшинчи эстафетăра çуран чупса пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Çавăн пекех вĕсем республикăра район чысне хÿтĕлеме пултарчĕç.

Лаш Таяпари Сметанинсем ултă ачана пурнăç пилленĕ. Наталия Владимировна кил хуçи хĕрарăмĕ. Ун çине кил-çурт хăтлăхĕпе ăшши, илемĕ, ачасене воспитани парасси ытларах тиеннĕ пулсан, Александр Николаевич çемьере пурте ытлă-çитлĕ пултăр тесе канăçне çухатнă. Çемье пуçлăхĕ инçете ĕçлеме çÿрет. Вĕсен аслă ывăлĕ, Максим, Шупашкарта техникумра вĕренет. Кĕрешÿ ăсти. Мария, Данил, Давид 7, 4, 3-мĕш классенче пĕлÿ пухаççĕ. Сметанинсен ывăлĕсем спортпа питĕ туслă. Уйрăмах хоккейла выляма кăмăллаççĕ. Вĕсен дипломсемпе медальсем нумай. Богдан шкул çумĕнчи ача садне çÿрет. София пĕчĕк-ха, амăшĕн чĕрçи çинчен анмасть. Аслисем амăшне хушма хуçалăхра пулăшаççĕ. Ĕçченсем картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ.

Алексейпе Леонила Лакачовсем пĕр ялта çуралса ÿснĕ, пĕр класра вĕреннĕ. Ачаран çирĕпленнĕ туслăх юратăва куçсан çемье çавăрнă. Виçĕ ача çуратнă. Асли, Света, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн иккĕмĕш курс студентки. Иван Курнавăш шкулĕнче 11 класра вĕренет. Спортпа туслă, вĕренÿре харсăр. ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕ. Çавăн пекех шкулти çамрăк армеецсен вожакĕ. Кĕçĕнни, Савелий, 2-мĕш класра вĕренет. Аслисем пек пулма тăрăшать.

Телейлĕ мăшăр кил карти тулли выльăх-чĕрлĕх усрать. Ашшĕпе амăшне ачисем пур ĕçре те пулăшаççĕ. Алексей Витальевич – истори учителĕ. Леонила Витальевна ял тăрăхĕнче специалист пулса тăрăшать.

Лакачовсем шкул, ял тăрăхĕн чысне тĕрлĕ шайри ăмăртусенче хÿтĕлеççĕ. Çавăн пекех Вырăскассинчи «Шанăç» халăх фольклор ушкăнне çÿресе пултарулăха аталантараççĕ. Конкурсра та çемье ĕлĕкхи йăлана куç умне кăларса тăратрĕ: ывăлне салтака ăсатнине кăтартса пачĕç вĕсем. Лакачовсемпе пĕрле ытти «Шанăçсем» те уява хутшăнни кăмăла çĕклерĕ. Паян салтак юрри юрлама пĕлекенсем сахаллăн, çавăнпа пухăннисен тунсăхлă юрăран куçĕсем те шывланчĕç.

Мешковсемпе Сметанинсен ачисем юрлас ăсталăхне кăтартрĕç. Унтан конкурссантсем çемьере сиксе тухакан тĕрлĕ ыйтусем çине хуравларĕç.

Районти çемьесен конкурсне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый, район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пайĕн ертÿçи Зарема Князева, халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр, районти хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Евгения Михайлова хак пачĕç. Жюри председателĕ Леонард Левый кашни çемьене лайăх енчен кăна пĕлнине, вĕсем хăйсем пурăнакан ял тăрăхĕсен ят-сумне чыслă хÿтĕленине палăртса «Чи туслă çемье», «Спорт çемйи», «Социаллă яваплă çемье» номинацисене Сметанинсене, Мешковсене, Лакачовсене пачĕ. Унтан «Çулталăкри çемье-2019» ята Лакачовсем тивĕçнине пĕлтерчĕ. Халĕ вĕсен район чысне республика шайĕнче хÿтĕлемелле.

Районти харсăр çемьесене хăйсем ĕçлекен, пурăнакан ял тăрăхĕн ертÿçисем, вĕсен çумĕсем саламласа парнесемпе чыслани савăнăç кÿчĕ.

В.СМИРНОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Лакачовсен çемйине саламланă самант.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code