Среда, Октябрь 16, 2019   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Хирург калавсем çырать

Хирург калавсем çырать

Медицина ăслăлăхĕсен докторĕ Анатолий Никандрович Волков профессор – Аслă Елчĕк çынни.

А.Волков Хусанти медицина институтне хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ. Пурнăç анлăшĕ Канаш районĕнчи Сиккасси больницинче пуçланнă. Кунта вăл 1955-1958 çулсенче ĕçлет, хăй тĕллĕн шухăшлама пĕлнипе, хирургире çĕнĕ мел-меслет шырама ÿркенменнипе тÿрех палăрать, ял больницинчех кăткăс операцисем тăвать.

Анатолий Никандрович аспирантура хыççăн пĕр тапхăр Казахстанри Актюбинскра тăрăшать. 1968 çултанпа – Шупашкарта. Кунта Чăваш Енри хирургсен наукăпа практика обществине те ертсе пырать.

Калас сăмахăм чаплă тухтăр пирки мар-ха. Вăл çак ĕçре хирурги ыйтăвĕпе 250 ăслăлăх ĕçĕ çырни те тĕлĕнмелле çитĕнÿ. Вăл çĕклесе илнĕ çĕнĕ тÿпе вара – илемлĕ литература. «Мĕншĕн çăлтăр ÿкет-ши;», «Хирург телейĕ», «Тĕнчере тĕрлĕ этем», «Атте çути» тата ытти кĕнеке вулакансен патне шăкăрин çитрĕç.

Кирек мĕнле çыравçăн та, Турă пани пулсан, хăйĕн тавра курăмĕ, ĕçченлĕхĕ пулмалла. Анатолий Никандрович анлă пурнăçăн ылмашуллă сăн-питне тĕрлĕ енлĕ сăнласа пама ăнтăлать. Хайлавĕсенчи хĕрсемпе арçынсен уçăмлăхне улшăнуллă сăнарĕпе вулакана шухăшлама, тупăшса калаçма чĕнеççĕ пек туйăнать. «Уçăмлăхĕпе улшăнулăхĕ» тенине ăнлантарса пама кирлĕ-ши; Кашни калаçура, хутшăнура тĕрлĕ çынна хăйне тивĕçлĕ сăн тупма май килтернине пĕлтерет вăл.

Çыравçă хăй питĕ сăпайлă пулнăран калăпланă ырă сăнарĕсем ултавпа чунсăрлăха хирĕç кĕрешсе çиеле тухаççĕ, таса чунпа пурăнмаллине вĕрентеççĕ пире. А.Волков калавĕсенче чун пуянлăхĕ çăл куç пек тапса тăрать. Шур юр пек тасалăх кунта.

Телефонпа илнĕ кĕске интервьюран:

– Анатолий Никандрович, сирĕн пушă вăхăт çукрах пулĕ: больницăра чирлисене сыватмалла, университетра – вĕрентмелле. Унсăр пуçне семинар-канашлу, конференци, ĕçлĕ тĕл пулусем. Çапах та литературăра та ĕлкĕретĕр.

– Тухтăр вăл çырмасăр пултараймасть. Хирург ĕçĕнче уйрăмах – лайăххи те пулать, пулайманни те. Вăт вăл кăмăл питĕ уçă чухне те алла ручка тытать, йывăр тапхăрта та чун-хавалне çав майпах лăплантарасшăн.

– Каçарăр-ха, ку енĕпе тетÿ, Геннадий Никандрович витĕм кÿмен-и сире;

– Вăл çырнисемпе тăтăшах паллашнă. Тете çав тери пултарнăшăн хĕпĕртеттĕм те, мăнаçланаттăм та. Паллах, пĕтĕм енчен хавхалантарса, тĕслĕх кăтартса пыракан пулнă вăл. Анчах калав-повеç çырма час пуçламан эпĕ – иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен вĕçĕнче çеç…

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code