Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Службăсем тĕрĕсленчĕç

Службăсем тĕрĕсленчĕç

«Инкек пуласса пĕлнĕ пулсан тÿшек сарнă пулăттăм», – каларăш халăхра анлă сарăлнă. Пурнăç лайăх та тăнăç чухне синкер пирки шухăшламастпăр, анчах та кирек хăш вăхăтра та килсе тухма пултаракан кашни пăтăрмахран асăрханма е сыхланма, вăл пулчĕ пулсан яваплă службăсен ăна кĕске вăхăтра тата çухатусемсĕр сирсе яма пултармаллах.

Инкек-синкек пулас пулсан çухалса каймастпăр-и эпир? Инкек тÿснисене пулăшма хатĕр-и? Октябрĕн 1-2-мĕшĕсенче районта гражданла хÿтĕлев енĕпе иртнĕ пĕтĕм Раççей шайĕнчи штаб тренировки шăпах чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе яракан яваплă подразделенисен пуçарулăхĕпе вăр-варлăхне, вĕсем хăйсен ĕçне мĕнле пĕлнине тĕрĕслерĕ.

Вĕренÿпе çыхăннă «инкек» хăрушă. Ирпе 6 сехетре дежурствăпа диспетчер службине çакăн евĕр хыпар килнĕ: «Кармал ялĕн çывăхĕнчи çул çинче инкек пулнă – 20 тонна бензин турттарса пыракан «ВОЛЬВО» автоцистерна йăванса кайнă, 5 тонна топливо юхса тухнă. Водитель инкек тÿснĕ…».

Çак кунах район администрацийĕн çурчĕн пĕрремĕш хутĕнче кĕске замыкание пула тепĕр инкек «пушар тухнă», вăл пĕтĕм çурта сарăлма, çынсем çунакан çуртран инкек тÿсме пултараççĕ… Çак тĕслĕхпе пушарпа тактика вĕренĕвĕ иртрĕ. Чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярассишĕн яваплă подразделенисем – медицина, полици, пушара хирĕç кĕрешекен, çул-йĕр, телефон тата Интернет çыхăнăвĕсен, газ, электричество сечĕн службисем «инкек» пулнă вырăнсене вăхăтра çитнĕ. Вĕсемпе пĕрле район администрацийĕн ертÿлĕхĕ те. Кашни служба хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе инкеке вăхăтлă сирсе яма, халăх инкеке лекес пулсан ăна пулăшма, унăн сывлăхĕпе пурнăçне упраса хăварма хатĕр пулнине кăтартса панă.

– Шăпах çак тĕрĕслевсем пире инкеклĕ лару-тăрăва маларах курса тата ăнланса пыма, нушана лекнĕ çынсене вăхăтлă пулăшу парса синкерлĕ лару-тăрăва кĕске вăхăтра тата çухатусемсĕр сирсе яма пулăшса пыраççĕ, – тенĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин вĕренĕве пĕтĕмлетсе.

Лару-тăрăва хакланă май вăл сĕнÿсем те парса хăварнă.

Е.ПЕТРОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: вĕренÿ тапхăрĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code