Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Коррупци темипе

Район администрацийĕн ларусен залĕнче коррупцие хирĕç кĕрешекен районти канашĕн ларăвĕ иртнĕ. Ăна унăн ертÿçи – район пуçлăхĕ Ираида Васильева ертсе пынă.

Ларура райадминистрацин экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн экономика секторĕн заведующийĕ Алена Быкова, «Елчĕк ен» хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Малышкин тухса калаçнă, хăйсен сферисенче коррупцие хирĕç туса ирттерекен ĕçсемпе паллаштарнă.

Хоккей площадки тăваççĕ

Территорие хăтлăх кÿрес тĕллевпе çирĕплетнĕ патшалăхăн тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн Аслă Елчĕк ял тăрăхĕнче кану вырăнĕ йĕркелеме çирĕп тĕллев илнĕ.

Кунта çĕнĕ хоккей площадки те пулать. Хальхи вăхăтра строительсем шăпах çак ĕçре тимлеççĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Афанасьев иртнĕ кунсенче район администрацийĕн пуçлăхне Николай Миллина ĕçе мĕнле йĕркеленипе паллаштарнă. Строительсемпе тĕл пулнă вăхăтра ытти ыйтусене те сÿтсе явнă.

Сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсем – сывă пурнăç йĕркишĕн

Иртнĕ шăматкун – çуран утакансен пĕтĕм Раççейри кунĕнче районти тĕп больницăра тăрăшакансем ушкăнпа уçă сывлăша утма тухнă.

Надежда Уркова тĕп тухтăр çуран утни сывлăхшăн усăллă пулни çинчен калаçу ирттернĕ. Общественноçпа çыхăнса ĕçлекен специалист Антонина Александрова çуран утакансен пĕтĕм Раççейри кунĕн историйĕпе паллаштарнă.

Çакна пурте асра тытасчĕ: çуран утни – спортăн пĕр тĕсĕ, аманса сиенленес хăрушлăх та сахал, çав вăхăтрах çын сывлăхне ырă витĕм кÿрет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code