Воскресенье, 8 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ват çын – тăват çын

Ват çын – тăват çын

Раççей шайĕнче иртекен «Пурăн, вăрман»! акцие районта пурăнакансем хастар хутшăннин тĕслĕхĕсене çине-çинех тĕл пулатпăр.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый пуçарăвĕпе иртнĕ шăматкун йĕркеленĕ пархатарлă ĕçĕн пĕлтерĕшĕ те калама çук пысăк. Канмалли кун пулнине шута илмесĕр район администрацийĕн ĕçченĕсем – пурте пĕр çын пек, вĕсемпе пĕрле «Единая Россия» партин хастарĕсем Ырсамай улăхĕн территорине пысăк ушкăнпа йывăç лартма тухнă. Сăмах май, кăçалхи кĕр тапхăрĕ пуçланнăранпа Елчĕкре илемлĕ хыр йывăççисен 1500 çĕнĕ хунавне лартса хăварма ĕлкĕрнĕ те. Малашнехи тивĕç – çирĕп хунав яриччен вĕсене тимлĕн сăнаса-асăрхаса тăмалла.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине кĕтсе илме хатĕрленнĕ тапхăрта йĕркелесе ирттернĕ çак усăллă та кирлĕ ĕçĕн тĕп тĕллевĕ – пĕр вăхăтрах ăрусем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетесси те. Çакна асра тытса район ертÿлĕхĕ йывăç лартас ĕçе Энтепе ялĕнче пурăнакан вăрçăпа ĕç ветеранне, çак вăхăтченех çирĕп ăс-тăнпа пурăнакан Тихон Григорьевич Табакова явăçтарма шут тытнă. Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă, çитес çул 100 çулхи юбилейне кĕтсе илме хатĕрленекен ватă çамрăксемпе пĕрле пархатарлă ĕçе хутшăнма ыйтакан йыхрава хапăлласах йышăннă. Килти хуçалăхра ытти чухне те ĕшеннине пĕлмесĕр ĕçлекен, уйрăмах çăматă йăвалама ăста, пушă вăхăтра вара алла балалайка тытакан хисеплĕ ветеран «Ăрусен астăвăмĕ» ятпа йĕркеленекен аллейăна йывăç лартма хутшăннă.

– Эпир лартнă йывăçсем малашне епле кашласа çитĕннине те курасчĕ, –тенĕ вăл кăмăллăн.

х х х

Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕçченĕсем те тăван тавралăха тирпей-илем кĕртес, йывăç-тĕм лартас ĕçе кашни çул хастар хутшăнаççĕ. Хальхинче те шут ĕçченĕсемпе производствăри ĕçе йĕркелесе пыракан специалистсем, вĕсемпе пĕрле, паллах, Гурий Федоров председатель те çак ĕçре пуçарулăх кăтартнă. Вĕсем иртнĕ çулсенче йĕркеленĕ садра лартса хăварнă панулми йывăççисене хĕл каçма хатĕрленĕ: хунавсене йĕркене кĕртнĕ, çум курăкран тасатса тирпейленĕ.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code