Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Килсе курăр, паллашăр

Килсе курăр, паллашăр

Ĕнер районти тĕп вулавăшра 1945-1994 çулсенче Германи çĕршывĕнче службăра тăнă совет çарĕсен ушкăнĕн районти ветеранĕсен пĕрлĕхĕн конференцийĕ иртрĕ. Унта Германи çĕршывĕнче службăра тăнă совет çарĕсен ушкăнĕсен Чăваш Республикинчи ветеранĕсен председателĕ Михаил Семенов хутшăнчĕ.

Пухура пĕрлĕхĕн районти ертÿçи Николай Павлов сăмах илчĕ, юлашки çулсенчи ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе отчет туса пачĕ, малашлăх тĕллевсене палăртрĕ.

Ун хыççăн ĕнерхи салтаксем Елчĕкри тăван тавралăх халăх музейĕнче тĕрлĕ çулсенче Германире службăра тăнă, çĕршыври йĕркелĕхе тытса тăма хутшăннă салтаксен кĕтесне уçрĕç, унта нумай хăна кĕрсе те курчĕ.

Кăмăл пулсан, кунти сăн ÿкерчĕксемпе, салтаксен çырăвĕсемпе тата аса илĕвĕсемпе, наградисемпе музейра пулса кирек кам та паллашма пултарĕ.

Елена Петрова.

Сăн ÿкерчĕкре: ĕнерхи салтаксен пĕрле пухăнсан сÿтсе явмалли те сахал мар.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code