Среда, Ноябрь 20, 2019   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кун йĕркинче – яланхи кирлĕ ыйтусем

Кун йĕркинче – яланхи кирлĕ ыйтусем

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура тĕрлĕрен яваплă службăсен отчетлă тапхăрти – 9 уйăхри ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетни тĕп вырăнта пулчĕ.

Район территорийĕнче гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухассинчен асăрхаттарас тата ăна сирсе ярас енĕпе ĕçлекен Пĕрлехи дежурство тата диспетчер службин çак вăхăтри ĕçĕ-хĕлĕ пирки район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Виталий Рыбкин чарăнса тăчĕ. Палăртнă тапхăрта асăннă служба ĕçченĕсем «03»-350 тата «О2»-164 телефон линийĕсемпе шăнкăравласа пĕлтернĕ 1250 ыйтăва йышăннă. Нумай тĕслĕхре лару-тăруран тухас тĕлĕшри çивĕчлĕхе çийĕнчех татса пама пултарни пысăк инкексемпе тĕл пуласран хăтарнă. Октябрĕн 1-2-мĕшĕсенче гражданла оборона енĕпе районта йĕркеленĕ штаб тренировки те ăнăçлă иртнĕ. Ятарлă программăсен пайĕн ертÿçи ахальтен мар унта хутшăнма тивĕçлĕ пулнă пур служба та вĕренÿ ĕçĕнче пуçаруллă пулнине палăртрĕ. Вĕренни, пĕлни нихăçан та ытлашши мар. Çакăн йышши практикăри мероприятисем кĕтмен çĕртен сиксе тухнă инкексен вăхăтĕнче ятарлă службăсене ĕçе пĕлсе йĕркелеме май параççĕ.

Хальхи вăхăтра 19 тĕрлĕ патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерекен районти социаллă страховани уйрăмĕн отчетлă тапхăрти ĕçĕ пирки тĕп специалист-уполномоченнăй Алина Сверчкова чарăнса тăчĕ.

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов кĕскен уй-хирти юлашки ĕçсем çинчен каласа кăтартрĕ. Ял хуçалăх отраслĕнчи татăклă пĕтĕмлетÿсем çитес кунсенче пулса иртекен ял хуçалăхĕнче тата продукцие тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен районти уявĕнче пулĕç.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code