Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тулăх килчĕ кĕркунне

Тулăх килчĕ кĕркунне

Юпа уйăхĕн 9-12-мĕшĕсенче Мускавра пулса иртнĕ ял хуçалăхĕнче тата продукцие тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен Раççейри уявне халалласа йĕркеленĕ «Ылтăн кĕркунне» курава республика делегацийĕпе пĕрле Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин та хутшăнма тивĕçлĕ пулнă. Вăл унта пулса хăй куçĕпе курни çинчен каласа кăтартнине пĕлме кăсăклă пулчĕ.

– Чăннипех, асра юлмалли мероприяти. Вăл çÿллĕ шайра иртнине те никам хирĕçлеме пултараймĕ. Хамăр çĕршыври тата чикĕ леш енчи 1500 ытла экспонент хăйсем туса илекен тата хатĕрлекен продукцисен тĕсĕсемпе паллаштарчĕç. Чăваш Республикинчи Апат-çимĕç фондне пысăк пахалăхлă продукци туса илекен Раççейри чи лайăх предприятисен шутне йышăннине тата вĕсем курава тăратнă икĕ тĕрлĕ пăри кĕрпине /якатни тата вĕтетни/ жюри членĕсем пысăка хурса хакланине илтме уйрăмах кăмăллă пулчĕ.

Унсăр пуçне, Чăваш Ен ял хуçалăхне аталантарма укçан пулăшма йышăннă субъектсен йышне кĕме тивĕçни те – ырă хыпар. РФ ял хуçалăх министрĕ Дмитрий Патрушев палăртса каланинчен ял территорийĕсене комплекслă аталанма пулăшакан тĕллевлĕ программа та çитес вăхăтрах ĕçе кĕресси, çакăн валли те сахал мар укçа-тенкĕ уйăрасси пирки пĕлтĕмĕр. Ку чухне ял çыннин пурнăç шайĕ тата лайăхланса улшăнасса кĕтме пулĕ. Çĕр ĕçченĕ те парăмра юлмасть. Ял хуçалăх отрасльне аталантарассине патшалăх енчен тивĕçлипе хакланине тĕпе хурса Елчĕк район администрацийĕпе ЧР Ял хуçалăх министерстви çирĕплетнĕ тĕллевлĕ килĕшÿ кашни çул туллин пурнăçа кĕрет. Районти аграрисем кăçал та, çанталăк условийĕсене кура мар, лайăх кăтартусене çывхартма пултарчĕç. Бункер виçипе шутласан 73500 тонна тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Çапла майпа тыр-пул планне 116,7 процент пурнăçланă. Çĕр улми, пахча çимĕç туса илме йышăннине, сăмах панине те çилпе вĕçтермерĕмĕр.

Светлана АРХИПОВА ыйтса пĕлнĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕпе – ял хуçалăх министрĕпе Сергей Артамоновпа тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕпе, «Авангард» ОООн генеральнăй директорĕпе Николай Курчаткинпа пĕрле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code