Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Поздравления > Поздравление Главы республики с Днем работников дорожного хозяйства

Поздравление Главы республики с Днем работников дорожного хозяйства

Çул-йĕр хуçалăхĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕпе саламлатăп!

Кирек хăш регион аталанăвĕнче те автоçулсем пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Ялпа ял хутшăнасси, çынсен пурнăç шайĕ, экономика аталанăвĕпе конкуренцие кĕме пултарасси вĕсен пахалăхĕнчен нумай килет. Чăваш Енри çул-йĕр хуçалăхĕнче 80 ытла организаци шутланать, çак тытăмра 8 пине яхăн çын ĕçлет. Вĕсен пархатарлă ĕçне республикăра пурăнакансем хăйсем курса тăраççĕ. Хуласемпе ялсенче çĕнĕ çулсем хута каяççĕ, нумай хутлă çуртсен картишĕсем, общество вырăнĕсем илемленеççĕ, кĕперсемпе тротуарсем йĕркене кĕреççĕ. Инноваци технологийĕсемпе тата хальхи йышши материалсемпе усă курнăран автоçулсене тытса тăрасси чылай лайăхланчĕ, водительсен те, халăхăн та кăмăлĕ çĕкленсе пырать.

Çул-йĕр ĕçченĕсене ăсталăхшăн, хăйсен ĕçне юратса пурнăçланăшăн, ырми-канми тăрăшнăшăн чĕререн тав тăватăп. Малашне те çул-йĕр хуçалăхĕн ĕçченĕсем отрасль умĕнче тăракан тĕллевсене ăнăçлă татса парасса, Чăваш Республикинчи çул-йĕре аталантармалли плана тултарасса шанса тăратăп. Патшалăх программин мероприятийĕсене ĕçе кĕртме 2024 çулччен 23 миллиард тенкĕрен кая мар уйăрма палăртнă.

Пĕтĕм чунтан сире яваплă ĕçре ăнăçусем тума, çирĕп сывлăх, телей, ырлăх сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                         Михаил ИГНАТЬЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code