Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Конкурса хутшăнар!

Конкурса хутшăнар!

Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем район, республика тата Раççей шайĕнче иртекен конкурссене хастар хутшăнаççĕ. Çав шутран çĕршыв шайĕнчи «Ростелеком» пĕрлĕх тата Интернетăн наци доменĕн Координаци центрĕ ирттерекен «Интернета вĕрен – ăна ертсе пыр!» конкурса та çулсерен хутшăнаççĕ вĕренекенсем.

Иртнĕ çул çак конкурсра шкулти 11-мĕш класра вĕренекенсем 3-мĕш вырăна тухнине, хаклă парнене çĕнсе илнине палăртма кăмăллă. Çĕнтерÿçĕсене тивекен призсем ачасемшĕн илĕртÿллĕ. Пĕрремĕш вырăна тивĕçнисене – смарт-сехет, иккĕмĕшсене – Samsung карас телефон, виççĕмĕшсене 3D ручка параççĕ. Ыттисене хавхалантару призĕсем тивеççĕ: лицензиллĕ антивирус, сувенирсен комплекчĕ тата ытти те.

Ăмăртăва пĕчченшер те, командăпа та хутшăнма май пур.

Е.ВАСИЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code