Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Справкăна ăçтан илмелле?

Справкăна ăçтан илмелле?

Ĕçре эпĕ судпа айăпланманнине çирĕплетекен справка тăратма ыйтрĕç. Ăна ăçтан илмелле?

М.САПОЖНИКОВА.

Сирĕн ыйту çине Елчĕк районĕнчи полици пайĕн сотрудникне Ирина Жирновăна хуравлама ыйтрăмăр:

– Судпа айăпланнине е айăпланманнине çирĕплетекен справкăна Чăваш Республикин ШĔМĕн Комсомольскинче вырнаçнă муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕнчен, е нумай функциллĕ центр урлă электронлă мелпе заявлени çырса илме пулать. Граждансем заявление полици уйрăмне патшалăхăн пĕрлехи пулăшăвĕн порталне кĕрсе тата www.gosuslugi.ru сайтра регистрациленсе электрон çыхăнăвĕ урлă та çитерме пултараççĕ. Справкăна хатĕрлесе çитерсен харпăр хăвăрăн кабинетăра СМС-хыпар килет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code