Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Гурий ФЕДОРОВ: «Тăван хуçалăхăмăр, эсĕ – пирĕншĕн чи хакли»

Гурий ФЕДОРОВ: «Тăван хуçалăхăмăр, эсĕ – пирĕншĕн чи хакли»

Ĕнер Кавалти культура çуртĕнче Питтĕпел, Кивĕ Эйпеç тата Кавал ялĕсене пĕрлештерсе тăракан «Комбайн» хуçалăха йĕркеленĕренпе 25 çул çитнине чыслăн уявланă. Кĕрекери тĕп хăнасем производствăра малта пыракансемпе ĕç ветеранĕсем пулнă.

1994 çултанпа пĕр хуçалăхра, пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлекенсем умри йывăрлăхсене те йышпа çĕнтерме хăнăхнă. Малашне те çаплах пултăрччĕ!

Ял хуçалăх производствин ăста йĕркелÿçи, Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, 1994 çулхи юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче çĕнĕрен йĕркеленнĕ «Комбайн» хуçалăха малтанхи кунран тытăнса пĕр улшăнмасăр ăнăçлă ертсе пыракан Гурий Федоров каланă çак чи тĕрĕс сăмахсем унăн чун-чĕрине кĕрсе вырнаçнинчен иккĕленессĕмĕр те çук. Мĕншĕн тесен çĕршыв арканнă тапхăрти пысăк йывăрлăхсен умĕнче çухалса каймасăр коллективлă хуçалăха тĕрĕс çул-йĕрпе ертсе каясси, пăлханакан халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçе кирлĕ пек йĕркелесе пырасси, паллах, унран пит нумай килнĕ.

Историрен кĕске справка:

25 çул каялла йĕркеленнĕ пĕрлешÿллĕ хуçалăха ахальтен çак ята паман. Чи малтан, 1930 çулта та, Кавалта «Комбайн» колхоз йĕркеленнĕ. Пирвайхи председатель – Василий Николаев. 1953 çулта «Комбайн», юнашарти «Красный партизан» /Кивĕ Эйпеç ялĕ/ тата Пушкин ячĕпе /Питтĕпел/ хисепленекен колхозсем пĕр хуçалăха пĕрлешнĕ. Ăна Пушкин ятне панă. Илья Федорович Федорова председатель пулма суйланă. 1959 çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнче ăна «Победа» колхозпа пĕрлештереççĕ. 10 ялтан тăракан пысăк колхозра йĕркеленнĕ 9 комплекслă бригадăран виççĕшĕ /Питтĕпел – пĕрремĕш, Кивĕ Эйпеç – иккĕмĕш, Кавал – виççĕмĕш/ çĕнĕ саманари – паянхи «Комбайн» хуçалăхăн комплекслă бригадисем шутланнă.

Гурий Федоров председательпе пуçарнă калаçу та историе аса илнинчен пуçланчĕ.

– «Комбайн» колхоз ун чухнех ăнăçлă аталанакан хуçалăхсен ретĕнче пулнине архиври документсем тăрăх та лайăх пĕлетпĕр. 1935 çулхи республикăри ĕçпе юрă уявне Кавал ялĕн улăхĕнче ирттерни те ахальтен мар, паллах.

– Ял çыннине чыслакан пысăк уява ВКП/б/ Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ С.П.Петров тата ытти пуçлăхсем хутшăнни, производствăра малта пыракансене самолетпа лартса вĕçтерни çинчен пире, ача-пăчана, ваттисем мухтанса та савăнса каласа кăтартни паянхи пекех асра. Иккĕленместпĕр, çакă пурин чун-чĕрине те мăнаçлăх кÿнĕ, тăрăшса вăй хума хистесе тăнă.

Çав çулсенчи «Комбайн» тивлечĕпе хавхаланни малашлăхри çул-йĕре уçса пынă пекех пулчĕ. Çĕршыври паллă «Победа» колхоз чăл-пар саланнă хыççăн эпир çынсен ĕмĕт-шăпине татмасăр вĕсене малтанхи пекех, пĕрлешÿллĕ хуçалăхра ушкăнпа вăй хума майсем туса панине, умри йывăрлăхсене çĕнтерсе ÿсен-тăран, выльăх-чĕрлĕх отраслĕсенчи, ытти участоксенчи ĕçе те кирлĕ пек йĕркелесе пыма пултарнине, чĕрĕк ĕмĕр иртнĕ хыççăн, хăюллăнах çирĕплетсе калама пултаратăп.

…Ахальтен председатель ĕçне кÿлĕнсен йывăрлăхсемпе тĕл пулма тÿр килни çинчен аса илессĕм çукчĕ. Пачах тепĕр майлă, тăван ял, тăван хуçалăх аталанăвĕшĕн çак вăхăтченех тивĕçлĕ тÿпе хывма шăпа пÿрнĕшĕн, чăннипех, савăннине пĕлтеретĕп.

– Хуçалăх «çуралнă» вăхăтринчен тытăнса аса илес пулсан, хăш ĕçсене, кăтартусене чи лайăххи, чи курăмли тесе шутлатăр?

– Ку тапхăрта хуçалăх пĕр утăм та каялла чакман. Кашни çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнинчен те çакă уççăнах çирĕпленет. Ял хуçалăх продукцийĕсене туса илни – сутнинчен пĕтĕмпе пырса кĕрекен укçа-тенкĕ хисепĕ, таса тупăш пайĕ, çакна кура ĕç укçин фондне çирĕплетесси, пĕр уйăхри вăтам шалу виçи, ĕне выльăхсемпе сыснасен хисепĕ, 1 гектартан туса илекен тыр-пул тухăçĕ тата ытти цифрăсем те – ÿссе анчах пынă.

Çак тапхăрта ят-сумĕ те сахал мар пулнă. «1997 çулта ял хуçалăх производствине тухăçлă йĕркеленĕшĕн» Диплом тата Чăваш Республикин Президенчĕн парнине – «ДТ-75» йышши трактора илме тивĕçлĕ пулнине хуçалăх ĕçченĕсем çак вăхăтченех чи пысăк награда вырăнне хурса хаклаççĕ. Выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене туса илессипе сарăлнă ăмăртура мала тухнăшăн, çĕрпе тухăçлă усă курнăшăн, пысăк тухăçлă тыр-пул çитĕнтернĕшĕн панă район, республика шайĕнчи Хисеп грамотисемпе Дипломсем, парнесем те нумай. Темиçе çултанпах республикăри чи лайăх кăтартусемпе ĕçлекен агропромышленность тытăмĕнчи 100 предприяти йышĕнче – ялан малтисен ретĕнче пулни те хамăр ума çирĕп тĕллевсем илме, çĕнĕ ÿсĕмсене çывхартма хистет.

– Çĕр-аннемĕр ĕçчен, пултаруллă çынсене юратать. Çак сăмахсене шăпах сирĕн хуçалăхра тăрăшакансем пирки каланăн туйăнать – кашни пусăм çĕр лаптăкĕпе пĕлсе, тухăçлă усă курма пĕлетĕр, çĕр пулăхне пуянлатасси çине пысăк тимлĕх уйăратăр.

– Çакă – пирĕн тĕп ĕç, тĕп тивĕç, тесе шутлатпăр эпир. Çĕнĕрен йĕркеленнĕ хуçалăхра чи малтанхи çулсенче 1909 гектар çĕр лаптăкĕпе усă курни халĕ сăмах май калаçнă чухне анчах аса килет. Фермăсем выльăх-чĕрлĕхпе тулса пыни, ку чухне апат валли усă куракан культурăсене ытларах лаптăкра çитĕнтерме, тĕш тырă тата нумай çул ÿсекен курăксен вăрлăхĕсене туса илессипе тата сутассипе ятарласа ĕçлеме тытăнни çĕр лаптăкĕсене ÿстерме – арендăна илме хистерĕ.

Хальхи вăхăтра хуçалăх 2705 гектар çĕр лаптăкĕпе усă курать. Паллах, унăн ытларах пайне тыр-пул валли уйăратпăр. Кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1355 гектар çинчен пурĕ 51563 центнер пухса кĕртнĕ, тухăç 1 гектар пуçне шутласан, 38 центнерпа танлашни те – пысăк çитĕнÿ. Пулăхлă çĕрсем çинче выльăх апачлĕх культурăсем те ăнса çитĕнеççĕ. Çакна кура фермăсенчи ĕне выльăха тăрантарма кашни çул çирĕп апат никĕсĕ хывса хăваратпăр.
Аслă Таяпа, Сăрьел ялĕсенчи арендăна илнĕ /672 гектар/ çĕр лаптăкĕсен пулăхне лайăхлатассипе, каламалли те çук, çак çулсенче уйрăмах нумай вăй хума тивнине пытармастпăр. Çĕр-аннемĕр хăй те парăмра юлмарĕ, ял çыннине тинех тивĕçлипе тав турĕ, тейĕн. Малтанхи çулсенче гектар пуçне 11-12 центнертан ытла тухăç илеймен анасенчен кăçал 40 центнер тухăç илтĕмĕр.

– Ăнăçу – çĕнĕлĕхсене алла илнинче. Эсир те, Гурий Иванович, çапла шутласса пĕлсе тăратпăр. 20 çул каяллах вăрлăх туса илессипе тата вĕсене сутассипе ятарласа ĕçлекен хуçалăх йышĕнче пулни, пушшех, малашлăха курса ĕçлеме пĕлнине çирĕплетет.

– Ÿсен-тăран отраслĕнче хальхи вăхăтра çак ĕç чи тупăшли шутланать. Ку енĕпе халĕ пирĕн ăсталăх пысăк, ĕçе кирлĕ пек йĕркелеме те пĕтĕм услови çителĕклĕ. Сутлăх вăрлăха – кашни культурăна, унăн сортне, репродукцине кура çирĕплетнĕ йĕркене пăхăнса уйрăм кĕлет-складсенче упратпăр. Çак тĕллеве шута илсе юлашки çулсенче кăна çĕнĕ 8 объект хута янă.

Çĕнĕ технологисене анлăн ĕçе кĕртме кирлине ăнланатпăр. Хальхи вăхăтра уй-хиртен килекен пĕтĕм тырра тĕпрен реконструкци туса çĕнетнĕ «Белогорье» Б1-ВЦС 50 йышши агрегатпа усă курса тасататпăр. Унпа юнашарах вырнаçтарнă, çумăрлă çанталăк условийĕнче усă курма пит меллĕ тĕш тырă типĕтекен СТЗ-16 йышши комплекс та пĕтĕм хăватпа ĕçлет. Паллах, техника паркне те тăтăшах çĕнетсе пыратпăр. Хальхи вăхăтри хăватлă ял хуçалăх машинисене хамăра усă курма кирлĕ таран туянатпăр.

11-мĕш çул ăратлă ĕне выльăх çитĕнтерсе сутас ĕçе йĕркелесе пыратпăр. Ку чухне те, каламалли çук, çирĕп хушу-ыйтусене пурнăçлама тивет. Ял хуçалăхне аталантарма Раççей Правительстви шайĕнче çирĕплетекен пулăшу мерисем юлашки вăхăтра ытларах вăя кĕрсе пыни алă усма памасть. Пĕрре çĕнсе илнĕ ят-сума çĕре ÿкерни тĕрĕс те пулман пулĕччĕ.

Чи пысăк репродукцири – ПР-1, ПР-2, ПР-3, РМС йышши вăрлăхсемпе кашни çул анлăн усă куратпăр. Унсăр пуçне, тĕпчев-сăнав ĕçĕсене йĕркелесе ирттерес тĕллевпе пĕр-пĕр ял хуçалăх культурин темиçе сортне акса çитĕнтерме уйрăм лаптăксем уйăратпăр. Çаксем пурте агрономи службин пархатарлă ĕçне яр уççăн çирĕплетекен тĕслĕхĕсем пулса тăраççĕ.

– Сирĕн хуçалăхри чылай çынна эпир те лайăх паллатпăр. Уйрăмах тĕп специалистсемпе вăтам сыпăкри звеносене ертсе пыракансем хăйсене шанса панă ĕç вырăнĕсенче нумай çул пĕр улшăнмасăр вăй хуни – пурин куçĕ умĕнче. Кашнийĕн асĕнче юлакан юбилей уявĕнче, паллах, ытти ĕç паттăрĕсем те тав сăмахне тивĕçлĕ. Сирĕн хушăрта «Социализмла Ĕç Геройĕ» ята тивĕçнĕ çын та пур.

– Тĕрĕс. Ленин орденлă «Победа» колхоз йышĕнче тăнă вăхăтра «Социализмла Ĕç Геройĕ» ята тивĕçлĕ пулнă 8 ĕç паттăрĕ хушшинче Кивĕ Эйпеçри комплекслă бригадăна ертсе пынă Николай Панкратов пулнипе эпир тивĕçлипе мухтанатпăр. Вăл юбилей кĕрекин чи сумлă хăнисенчен пĕри.

Ăнăçу кадрсенчен нумай килнине лайăх ăнланатпăр. Вĕсем тĕп пуянлăх вырăнĕнчех. Çакна асра тытса çĕнĕрен йĕркеленнĕ хуçалăхра çирĕп команда пуçтартăмăр. Йăнăшмарăмăр – вĕсенчен чылайăшĕ шанса панă ĕç вырăнĕсенче çак вăхăтченех тÿрĕ кăмăлпа тăрăшаççĕ, çамрăксене ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Вĕсем: Антонина Соловьева тĕп бухгалтер, Валентина Николаева тĕп экономист, Ирина Иванова бухгалтер, Петр Анисимов тĕп агроном, Питтĕпел ялĕнчи ферма заведующийĕ Мария Осипова, халĕ тивĕçлĕ канури Николай Соловьев тĕп инженер, Анатолий Николаев тĕп зоотехник, Питтĕпел, Кавал бригадисен бригадирĕсем Валентина Романовăпа Борис Теллин.

Хальхи вăхăтра хуçалăх ĕçне хутшăнса ĕçлекен 100 çынран нихăшне те уйăрас килмест. Апла пулин те Николай Васильев, Владимир Васильев, Вячеслав Абрамов, Михаил Никифоров, Александр Сидоров, Алексей Перцев, Василий Сусметов, Владислав Изратов, Владислав Айметов, Фанис Шарафутдинов, Леонид Головин механизаторсен, Владимир Анисимов, Валерий Андреев, Вячеслав Капламов комбайнерсен, Николай Алексеевич Головин, Николай Михайович Головин, Сергей Пыркин, Алексей Васильев, Анатолий Хардов водительсен, Алевтина Перцева, Владислав Перцев, Антонина Панкратова, Геннадий Катмаков сысна пăхакансен, пăрулаттаракан уйрăмра тăрăшакан Антонина Козлова, Любовь Изратова, дояркăсем – Валентина Еремеева, Надежда Носова, Лариса Головина, Алевтина Васильева, Елена Николаевна Григорьева, Елена Юрьевна Григорьева, Антонина Лаврова, Людмила Соловьева, Борис Кузьмин оператор, Людмила Перцева, Надежда Столярова, Алина Теллина, Валентина Смирнова, Ирина Павлова пăру пăхакансен, Евгений Макаров конюх, Александр Головин, Тагир Хамидуллин, Анатолий Дружинин, Марат Хуснутдинов, Ильсур Загретдинов скотниксен ячĕсене уйрăммăн палăртса пархатарлă ĕçшĕн тав тăватăп.

– Эсир, Гурий Иванович, пĕрлешÿллĕ хуçалăха çирĕп алăра тыса пынипе пĕр вăхăтрах яла хăтлăх кÿрессипе те сахал мар вăй хуратăр, вырăнти шкулпа тачă çыхăнса ĕçлетĕр.

– Пĕрлешÿллĕ хуçалăх правленийĕпе шкул дирекцийĕ хушшинчи тачă çыхăну яла аталантарассинче пысăк вăй пулса тăма тивĕçлĕ. Çакна асра тытса çуллахи каникул вăхăтĕнче аслăрах çулхи ача-пăчана хуçалăх производствине хутшăнса укçа ĕçлесе илмелли майсем туса пама тăрăшатпăр. Ĕçре пиçĕхсе çитĕнекен ачасем малашлăхри пурнăçра та çухалса каймĕç – хăйсен вырăнне тупаççех вĕсем. Тăван тавралăх хăтлăхĕшĕн тăрăшса Кавалти панулми садне çĕнĕрен чĕртес тесе нумай ĕç туса ирттертĕмĕр. 2 çулта 1100 тĕп панулмин çĕнĕ хунавĕсене лартса хăвартăмăр.

Хуçалăх территорийĕнчи ытти социаллă объектсене тивĕçлĕ шайра тытса тăрассипе, вĕсен укçа-тенкĕпе çыхăннă ыйтăвĕсене татса парас ĕçсене сахал мар хутшăннă. Çак çул-йĕре – яла аталантарассине малашне те çирĕп тытса пымаллине ăнланатпăр.

– Çапла пултăр! Малашнехи ĕçре те ăнăçу сунатпăр сире.

– Тавтапуç.

Светлана АРХИПОВА калаçнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code