Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Малта пыракансене – хисеп

Малта пыракансене – хисеп

Елчĕк районĕн Уставĕпе килĕшÿллĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермăсен коллективĕсем, уйрăм выльăх-чĕрлĕх пăхакансем 2019 çулхи 9 уйăхра ăмăртса ĕçленине пĕтĕмлетсе çапла йышăннă:

1. Ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинчи ĕçлĕ ăмăртура «Победа» сахал яваплă общество çĕнтернĕ, куçса çÿрекен ялавпа диплома тивĕçнĕ. Кунта, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, сĕт туса илессине 9 процент ÿстернĕ. Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 107 центнер аш-какай, 1444 центнер сĕт туса илнĕ. Пĕр ĕнерен 6587 килограмм сĕт сунă, мăйракаллă шултра выльăхсене пĕр талăкра 945-шер грамм ÿт хуштарнă.

2.Ферма коллективĕсем хушшинчи ăмăртура çĕнтернĕ, дипломсем парса чыс тунă:

«Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи Çĕнĕ Пăвари сĕт-çу фермин коллективне. Кунта кăçалхи 9 уйăхри тапхăрта кашни ĕнерен 5452 килограмм сĕт сунă.

Акционерсен «Прогресс» хупă обществинчи Патреккелти сысна фермин коллективне. Кунта самăртакан ушкăнри сыснасене пĕр талăкра 760-шар грамм ÿт хуштарнă.

3. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансем хушшинчи ĕçлĕ ăмăртура çĕнтернĕ ĕçченсене Елчĕк район администрацийĕн Хисеп грамотисене парса чысланă:

Алина Анатольевна ЯКОВЛЕВĂНА, «Победа» сахал яваплă обществăри ĕне сăвакан оператора. Вăл кашни ĕнерен 7140 килограмм сĕт сунă.

Венарий Константинович ЗАХАРОВА, «Эмметево» сахал яваплă обществăри пăру пăхакан оператора. Вăл пăхакан пăрусем пĕр талăкра 1195 грамм ÿт хушнă.

Алевтина Владиславовна ПЕРЦЕВĂНА, «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативри мăйракаллă шултăра выльăх самăртакан оператора. Вăл хăйне çирĕплетсе панă мăйракаллă шултăра выльăхсене пĕр талăкра вăтамран 1030-шар грамм ÿт хуштарнă.

Татьяна Геннадьевна ДАНИЛОВĂНА, акционерсен «Прогресс» хупă обществинчи сысна самăртакан оператора. Вăл пăхакан самăртма хупнă ушкăнри сыснасем пĕр талăкра 760-шар грамм ÿт хушнă.

Антонина Анатольевна ПАНКРАТОВĂНА, «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативри сысна çăвăрлаттаракан оператора. Вăл хăйне çирĕплетсе панă кашни тĕп амаран 23,4 çура илнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code