Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шкул автобусĕпе – 20 çул

Шкул автобусĕпе – 20 çул

Алексей Сядуков Аслă Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта водитель пулса ĕçлет.

20 çул алăран руле ямасть вăл. Алексей Васильевич шкул ачисене турттарас ĕç уйрăмах пысăк тимлĕх ыйтнине, çынсен пурнăçĕшĕн явап тытнине лайăх ăнланать, çавна май çул çинчи хăрушсăрлăх правилисене пăхăнма тăрăшать, тимлĕхе самантлăха та чакармасть.

Харсăр водитель Чăваш Тăрăм, Шуршу ачисене вăхăтра урока çитерет, занятисем хыççăн килĕсене леçет. Вĕренекенсене тĕрлĕ ăмăртусене, конкурс-фестивальсене те тăтăшах илсе çÿрет. Шкул дирекцийĕ те, ашшĕ-амăшĕ те опытлă водителĕн ĕçĕпе кăмăллă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code