Среда, Ноябрь 20, 2019   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Аса илÿсем ялан чĕрере

Аса илÿсем ялан чĕрере

«Çынна ырă тăвакан хăй те ырă куракан», – тенĕ ваттисем.

Исемпел ялĕнче Афанасипе Анастасия Жирновсен йышлă çемйинче 70 çул каялла кун çути курнă Антонина. Тăхăр пĕртăван туслăн ÿснĕ. Антонина тăхăр класс пĕтернĕ хыççăн колхозăн сысна ферминче ĕçлеме пуçланă. Унтан тантăшĕсемпе пĕрле Шупашкар хулине кайса пир-авăр комбинатне вырнаçнă. Ял хĕрне темшĕн хула пурнăçĕ илĕртеймен. Участокри больница çумĕнче аптека уçăлассине пĕлсен вăл яла таврăннă. Вăр-вар та пăрчăкан пек лара-тăра пĕлмен хĕре Аслă Пăла Тимеш каччи куç хывнă. Часах ăна Василий Петров вăрласа кĕрсе арăм тунă. Çамрăк мăшăр пурнăçа кил-çурт тăвассинчен пуçăннă. Часах çемьере йыш хыççăн йыш хушăннă. Александр, Марина, Андрей ят хунă тĕпренчĕкĕсене Петровсем.

Аптекăра 23 çул тăрăшнă хыççăн Антонина шкул столовăйне куçать. Аслă Пăла Тимешре чиркÿ уçас ыйтăва татса панă хыççăн настоятель пулса Анатолий Сорокин килет. Чиркÿ çуртне тума пуçăнсанах Антонина чунне парса унта пулăшма тытăнать. Тăрăшулăхĕпе пултарулăхне кура хĕрарăма староста пулма шанаççĕ. Çакăнтан вара чиркÿ уншăн иккĕмĕш килĕ пулса тăрать. Анатолий аттен сылтăм алли евĕрех шутланать вăл. Часах пултаруллă ертÿçĕ чиркÿ çумĕнче халсăрланнă, пĕччен пурăнакан ватăсем валли приют уçма ирĕк илет. Антонинăн ĕçĕ татах хутшăнать. Ватăсене апат çитерме, япалисене çума, мунча хутса кĕртме, пÿлĕмĕсене тасатма пулăшакансем те тупăнаççĕ.

Ку вăхăтра чиркÿ хуçалăхĕнче ĕне, чăх-чĕп, вĕлле хурчĕсем усранă. Пыл хурчĕсен ĕçнех аса илтернĕ çак тĕлĕнмелле вăйлă, тирпейлĕ хуçалăх. 16 çул хушши килĕштерсе вăй хунă Антонина Петрова Анатолий протоиерей çумĕнче. Унăн сарăмсăр вилĕмĕ те куç умĕнчех пулса иртнĕ…

Çакăн хыççăн урăх кунта ĕçлеме пултараймасть вăл. Çывăх тус-юлташĕсем, ял-йыш тăрăшнипе Анатолий аттене асăнса вилнĕ вырăнта часавай туса лартнă. Кунта яланах çуртасем çунаççĕ, чĕрĕ чечексем ешереççĕ.

Чиркÿ çуртĕнче ĕçлеме пăрахнă пулсан та вăл пĕтĕм чун-чĕрипе çынсене пулăшма пăрахмасть. Чиркÿре тирпей-илем кĕртмелле-и е сăрламалла, вут-шанкă хатĕрлемелле е тата ытти ĕç-пуç – вăл яланах пулăшу аллине тăсать.

Ĕçчен хĕрарăма Турă пурне те панă. Тытса тума пĕлмен ĕçĕ çук унăн, ялта вăл пулăшман çын та юлман-тăр. Петровсен кил-çурчĕ пуян та тĕреклĕ, шала кĕрсен тĕрĕсем, çыхнă япаласен илемĕ куçсене илĕртеççĕ.

Антонинăпа Василий ватăлма пĕлмеççĕ. Çулне кура мар çамрăк курăнаççĕ. Выльăхсем йышлă усраççĕ. Хуçалăх ĕçĕсене пурнăçланă вăхăтра харсăр мăшăр кÿршĕ-аршăна та пулăшма васкать. Хăйсен пахчинче туса илнĕ тутлă çимĕç ыттисене сăйламалăх та çитет.

Виçĕ мăнукĕ килсен кил-çурт хаваслă шавпа тулать Петровсен. Андрейпа Марина хăйсен çемйисемпе Шупашкар хулинче пурăнаççĕ. Килте хунав янă Саша ывăлĕ ашшĕпе амăшĕн пулăшуçи. Вăл Мускава ĕçлеме çÿрет.

Мĕн тĕрлĕ ĕç пулсан та Антонина пĕр службăна та сиктермест, Турăран сывлăх ыйтма, леш тĕнчерисен канлĕхĕшĕн çурта çутма чиркĕве васкать. Чи малтанах часавая кĕрсе Анатолий аттен ырă ĕçĕсене аса илет…

З.ПОРТНОВА,
ялти ĕç ветеранĕсен пуçламăш организацийĕн ертÿçи.

Сăн ÿкерчĕкре: тĕлпулу вăхăтĕнче. Сулахайран пĕрремĕшĕ – А.Петрова.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code