Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ылтăн парнеллĕ кĕркунне

Ылтăн парнеллĕ кĕркунне

Ĕнер, чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче, «Шупашкар-Арена» Пăр керменĕнче пулса иртнĕ ял хуçалăхĕнче тата продукцие тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен республикăри сумлă уявĕнче Елчĕк районĕнчи аграрисен ĕçне пысăка хурса хаклани унта хутшăнма йыхрав илнĕ – производствăра малта пыракан ĕçченсен чун-чĕрине савăнăç, мăнаçлăх кÿнипе пĕр вăхăтрах тăрăшса вăй хума, çĕнĕ çитĕнÿсем патне ăнтăлма хавхалантарни куç кĕрет.

Çапла пулмасăр. Кĕр мăнтăр килнине – юлашки 22 çул хушшинче уй-хир ĕçченĕсен тивлечĕпе пулнă чи пысăк çитĕнĕве курса савăнатпăр мар-и? Республикăра 700 пин тонна ытла «сарă ылтăн» пухса кĕртнĕ, иртнĕ çулхипе танлаштарсан кашни гектартан 8,8 процент ытларах тухăç алла илнĕ. Пĕтĕмпе туса илнĕ тыр-пулăн 71117 тонни е 10,1 проценчĕ Елчĕк районĕнчи уй-хир хуçисен тÿпи пулнине, 1 гектартан тухакан вăтам тухăç 32,1 центнерпа танлашнине халĕ ĕнтĕ пĕтĕм республика пĕлчĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов та уяв докладĕнче çакна палăртса каланă. Елчĕк районĕнче, ытти муниципаллă районсемпе танлаштарсан, ял хуçалăх культурисен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ /40876 гектар/, çав шутран пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем те /22214 гектар/ чи нумаййи.

Чыслав саманчĕ чуна хумхантармалла иртнĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ял çыннине пархатарлă ĕçшĕн тав тунă, ĕç паттăрĕсене савăнăçлă лару-тăрура чысланă май производствăпа экономика кăтартăвĕсене ÿстернĕшĕн тата ĕçе тухăçлă йĕркеленĕшĕн Елчĕк районĕ кăнтăр зона тăрăх пĕрремĕш вырăна йышăннине пĕлтернĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин уяв сцени çинчен I степень Диплома тата укçан премие тухса илме тивĕçлĕ пулнă.

Пирĕн район выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăтартăвĕсемпе те малтисен ретĕнче. Уйрăм ял хуçалăх предприятийĕсен ĕçлĕ ăмăртăвĕнче «Победа» сахал яваплă обществăн сĕт туса илессинчи кăтартăвĕсем уйрăмах сулмаклă. 9 уйăхри тапхăрта кунта пĕр ĕнерен вăтамран 6587 килограмм /республикăри вăтам кăтарту – 4791 килограмм/ сĕт сунă. «Победа» ООО «Ял хуçалăх производствинчи ĕçе тухăçлă йĕркеленĕшĕн» номинацире кăçалхипе виççĕмĕш хут малти вырăна йышăнни, чăннипех, пысăк çитĕнÿ. Сăмах май, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тата «Победа» ООО директорĕ Николай Головин ĕнерхи уяв кунĕ – ирхи кÿлĕм Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ял хуçалăх организацийĕсемпе продукцие тирпейлекен промышленность предприятийĕсен ĕçченĕсене халалланă чыслав тĕл пулăвне хутшăнма тивĕçлĕ пулнă. Савăнăçлă лару-тăрура Елчĕк район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникне Петр Тремасова ĕçри çитĕнÿсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн Чăваш Республикин Хисеп грамотине, «Прогресс» акционерсен хупă обществин механизаторне Валерий Охотина «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» хисеплĕ ята, «Энтепе» ООО директорне Андрей Васильева Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине парса чысланă.

…Аграри тытăмĕнче тăрăшакан 5000-е яхăн çын пуçтарăннă Пăр керменĕнче кăçал пĕрремĕш хут ĕç паттăрĕсен парадне йĕркелесе ирттернĕ. Унта ĕçре хисеп çĕнсе илнĕ чи лайăх ĕçченсем тухнă. Вĕсем хушшинче «2019 çулхи вырма чемпионĕ» ята тивĕçлĕ пулнă акционерсен «Прогресс» хупă обществинчи Александр Егоров комбайнер, «Яманчурино» ОООри Юрий Шувалов механизатор, «Победа» сахал яваплă обществăри Алина Яковлева ĕне сăвакан оператор та пулнă.

ХАКЛАВ

Н.МИЛЛИН, район администрацийĕн пуçлăхĕ:

– Ял хуçалăхне ăнăçлă аталантарассине – кашни пусăм çĕр лаптăкĕпе туллин усă курас, тухăçлă тыр-пул, кирлĕ шайри выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илес, выльăхсен хисепне сыхласа хăварас тĕллеве малти вырăна хуратпăр. Ял хуçалăхĕ тĕп отрасль шутланакан районшăн агропромышленность комплексĕ курăмлă, тупăшлă ĕçлеме тивĕçлĕ те. Мĕншĕн тесен экономикăри, социаллă пурнăçри çирĕплĕх çакăнтан нумай килнине пиртен кашнийĕ лайăх ăнланма тивĕçлĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем йывăрлăхсен умĕнче çухалса кайманни, хăйсен умне илнĕ тĕллевсене пурте пĕр шухăшлă пулса ăнăçлă пурнăçласа пыни юлашки çулсенче тăтăшах малтисен ретĕнче пулма май парать.

Çанталăк условийĕсене пăхмасăр çулран-çул сулмаклăрах кăтартусене çывхартма пултарнипе те тивĕçлипе савăнма пултарĕ паян ял çынни. Виçĕмçул пурĕ 60642 тонна /1 гектартан – 28,2 центнер/, кăçал 71117 тонна /32,1 центнер/ тыр-пул пухса кĕртме пултарнине чи пысăк çĕнтерÿ вырăнне хурса хаклатпăр. Тăрăшсан ĕç пулать. Çитĕнÿсен чикки çук, лайăхран лайăх ĕçлемелли майсем уçăлсах пыраççĕ. Ял хуçалăхне аталантарма хальхи вăхăтра патшалăх та нумай пулăшать. Апла пулсан, малашне те пысăк кăтартусене çывхартассишĕн вăй хурар.

Светлана АРХИПОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Ĕçне кура – хисепĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Петр Тремасова чыслать

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code