Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Унăн çĕклемĕ пысăк

Унăн çĕклемĕ пысăк

Патреккелтен пулнине пĕлнĕ-ха ăна, анчах хăйне нихçан та курманччĕ. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн инженери факультечĕн çĕнĕ çуртне тетĕшĕ валли кĕнеке пама пырсан çеç паллашрăмăр. Халĕ, 3-4 хутчен тĕл пулнă, кăшт-кашт телефонпа çыхăннă май, тахçан пĕлнĕ çын пекех туйăнать. Унра Елчĕксен тараватлăхĕпе ăшпиллĕхĕ, сăпайлăхĕпе тÿрĕлĕхĕ уççăн палăрать. Доброхотов хушамат та ăнсăртран çуралман тăр çав.

Юрий Николаевич ытлашши сăмах ваклама ăста мар, апла пулин те хальхинче «калаçтарма» тĕп сăлтав пулчĕ: çурла уйăхĕн вĕçĕнче ăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ изобретателĕ» ятне панă.

72 çулхи арçын паян та яштак. Сывлăхне ачаран çирĕплетсе пынине пытармасть вăл. Патреккел шкулĕнче вĕреннĕ çулсенче йĕлтĕрпе чупассипе тăтăшах районти ăмăртусене хутшăннă, 1965-1970 çулсенче пулас инженер-механик институтри çăмăл атлетсен командин членĕ те пулнă. Çар службинче хăнăхусене малалла аталантарнă.

– Сывă пурнăç йĕркине халĕ те «кондицире» тытса тăма тăрăшатăп, – тет Юрий Николаевич тулли кăмăлпа. – Ирхинехи çăмăл чупусăр темĕн çитмен пек туйăнать тепĕр чухне. Вут-шанкă касма-çурма, дачăра кĕреçепе ĕçлеме юрататăп. Ÿт-пĕве кăштах та пулин йывăрлăх кÿмесен май килместех.

Калаçу хăй еккипе ачалăх енне те куçрĕ:

– Çулсем иртнĕçемĕн аса илÿсем патне туртăнатпăр. Ностальги текенни кашнин чун-кăмăлне çавăрать пулĕ. Манăн ĕç стажĕ 11 çултанах пуçланнă. Мĕн тĕлĕнмелли, ун чухне пурте ĕçлĕ пулнă. Лашапа хуçалăх производствине хутшăнман шкул ачи юлман та ялта. Утсен ячĕсене халĕ те астăватăп: «Замок», «Ловчик», «Луна», «Сынок»…

Кашни çын хăй суйласа илнĕ ĕçе юратса тумалла. Аслисенчен тĕслĕх илсе, вĕсемпе танлашса, ушкăн вăйне мала хурса тимлени паха. Çакна тĕллев вырăнне хурса тăрăшать те паян техника сервисĕн доценчĕ…

Аслă пĕлÿ илнĕ специалиста направленипе Мари Республикинчи Мари-Турек районĕнчи «Коминтерн» хуçалăха ĕçлеме янă. Хĕсметре тăнă хыççăн тăватă çул «Чувашсельстрой» трестра механик тивĕçĕсене пурнăçланă. 1975 çултан – ял хуçалăх академийĕн инженери факультетĕнче: ассистент, аслă преподаватель, доцент.

Çамрăксемпе ĕçлеме питĕ килĕшнине палăртать Юрий Николаевич. Пирĕн районтан та чылаййăн иккен унта.

– Ятарлă пĕлÿ панă май вĕсенчен те нумай вĕренсе пыратăп. Пĕр вырăнта тăрсан мăкланма пулать. Çĕннине шырамалла, ĕçе кĕртмелле, – калаçăвĕнче çирĕплĕх туйăнчĕ Юрий Николаевичăн.

Çĕнĕлĕх тенĕрен, вăл тĕпчев-шыравпа кăна пурăнать тейĕн. Раççей шайĕнчи изобретенин 47 автор свидетельствине тата патентне тивĕçнĕ, 17 рационализаторла предложенисен авторĕ. Çакнашкал ĕçсенех çумавтор пулса 40 тата 21 çитернĕ. 50 ытла ăслăлăх ĕçĕ пичетленĕ.

Юлашки 5 çул хушшинче кăна трактор двигателĕсене юсассипе çыхăннă 12 патента производствăна кĕртнĕ. Унăн пĕтĕм çĕнĕлĕхĕпе вĕренÿ процесĕнче анлă усă кураççĕ. Чăваш Енри юсавпа техника предприятийĕсенче те ентешĕн тĕпчев ĕçĕсем практикăна кĕнĕ е кĕреççĕ.

Академи изобретени енĕпе çулсерен республикăри вĕренÿ заведенийĕсемпе предприятийĕсем хушшинче чи вăйлине çирĕплетет. Кунта Ю.Доброхотов инженер-патентоведăн çĕклемĕ те çав тери пысăк. Ахальтен мар вăл 20 çул ытла аслă шкулăн патент пайне ертсе пынă.

48 çул ĕç стажĕ пуçтарнă хайлавçă инженера СССР Министрсен Совечĕн, Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвĕсемпе, СССР Аслă шкулĕн «Ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн» паллипе чысланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code