Вторник, Декабрь 10, 2019   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кашни ыйту куç умĕнче

Кашни ыйту куç умĕнче

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый тунтикун структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура, кун йĕркинче çирĕплетнĕ ыйтусене сÿтсе явма пикениччен, иртнĕ эрнери пĕлтерĕшлĕ ĕçсене пĕтĕмлетсе хак пачĕ.

Вĕсенчен пĕри – право уйăхлăхĕнчи мероприятисемпе килĕшÿллĕн Тăрăм ял тăрăхĕнче райадминистраци çумĕнчи çула çитмен ачасемпе, вĕсен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен комиссин ларăвне йĕркелесе ирттерни. Леонард Васильевич асăннă комиссие шăпах хăй ертсе пыраканскер, çак ĕçе витĕр пĕлсе тăрать. Тăрăм ял тăрăхĕн администрацийĕ комисси ларăвне ячĕшĕн мар, кăтартуллă ирттернине палăртрĕ. Ыйтусене сÿтсе явма вырăнти депутатсемпе ял старости, Тăрăм яш-кĕрĕмĕ вĕренекен Елчĕкри тата Курнавăшри шкулсен директорĕсемпе завучĕсем, социаллă педагогсемпе фельдшерсем те хутшăнни пуриншĕн те тĕслĕх пулма тивĕçлĕ. Сăмах май, паян – ноябрĕн 20-мĕшĕнче – ачасене право пулăшăвĕ памалли кун. Çавна май Чăваш Республикинчи ачасен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен уполномоченнăй Елена Романова пирĕн районта пулать, ачасен ашшĕ-амăшне, вĕсен опекунĕсене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнать.

Тепĕр пулăм та Тăрăм ялĕпе çыхăннă. Шăматкун кунта Çветтуй Михаил Архангел ячĕпе тăракан çĕнĕ чиркÿ уçăлнă. Пĕрлехи вăйпа тăрăшнипе чиркÿ территорине паянхи кун ыйтăвне тивĕçтермелле тирпей-илем, хăтлăх кÿнĕ.

Леонард Левый тĕллевлĕ программа – «Хулан хăтлă хутлăхне йĕркелесси» приоритетлă проект вырăнсенче епле пурнăçа кĕнине иртнĕ эрнере Чăваш Республикин Правительство комиссийĕнче тĕплĕн тишкерни, хамăр района пырса тивекен самантсем çинчен те чарăнса тăчĕ. Çирĕплетнĕ услови тăрăх унта 1000 ытла çын пурăнакан ял тăрăхĕсен хутшăнма ирĕк пур. Пирĕн районти Аслă Елчĕк тата Елчĕк ял тăрăхĕсем май пулнипе усă курса кĕске вăхăтра çынсем пурăнакан вырăнти хăйсен территорийĕсене хăтлăх кÿрессипе чылай ĕç пурнăçлама ĕлкĕрчĕç. 2024 çулчченхи тапхăра тăсăлакан программăпа усă курса вĕсенче ытти проектсене те ĕçе кĕртме палăртаççĕ.

Район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова каласа кăтартнинчен çĕр ресурсĕсемпе мĕнле усă курнине, нумай ачаллă çемьесене пай çĕрĕсемпе тивĕçтерессине епле йĕркелесе пынине пĕлме пулчĕ. Çак вăхăтчен пай çĕрĕсен 94 процентне /пурĕ 30111 гектар/ хут уйăрттарса харпăрлăха илнĕ. 1943 гектар лаптăка регистраци туман. Апла пулсан, уншăн налук тÿлекен те çук – вырăнти бюджета пырса кĕмелли 583 пин тенкĕ укçа çак вăхăтчен «çилпе вĕçсе» çÿренĕ пекех. Хуçасăр пай çĕрĕсене /5205 гектар/ муниципаллă харпăрлăха регистрацилесе ĕçе кĕртни вырăнти бюджетсене 800 пин тенкĕ укçа пырса кĕртме май памалла, çав шутран 583 пин тенки /1943 гектар çинчен шутласа/ – ял тăрăхĕсен бюджечĕн резервĕн шутĕнче.

Çак вăхăтчен шута илнĕ нумай ачаллă 213 çемьене /88 процент/ çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтернĕ, 28 çемьен ыйтăвĕ хальлĕхе уçă юлнă. Вĕсенчен ытларахăшĕ /15 çемье/ Елчĕк ял тăрăхĕнче, ыттисенче лару-тăруран тухма та çăмăлрах, паллах.

Çулталăк вĕçленсе пынă май тĕрлĕ шайри налуксене тÿлесси пирки трибуна умĕнчен тăтăшах каланине илтме пулать. Пĕр эрнере асăрхаттарнисене шута илсе парăмсемпе татăлассипе мĕнле ĕçленĕ; Улшăнусем çукпа пĕрех.

Вырăнти пуçарусен никĕсĕ çинче малашне йĕркелеме палăртакан ĕçсем çинчен Курнавăш, Кĕçĕн Таяпа, Лаш Таяпа, Елчĕк ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем – Алексей Мартышкинпа Валерий Петров, Михаил Егоровпа Алина Смирнова, Тăрăм тата Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен çумĕсем – Людмила Смирнова тата Ольга Тихонова каласа кăтартрĕç.

Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьел территори управленийĕн эпидемиолог врач пулăшуçи Ирина Убасева грипп чирĕ ересрен районта пурăнакан çынсене прививка тăвасси çинчен чарăнса тăчĕ. Тĕрĕсех, чиртен малтан асăрханнине нимĕн те çитмĕ. Унсăр пуçне, вăл кăçалхи ноябрĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 1-мĕшĕччен ВИЧ-инфекцийĕпе кĕрешмелли Пĕтĕм Раççейри акци иртнĕ тапхăрта пурнăçлама тивĕçлĕ профилактика мероприятийĕсем çинчен каласа кăтартрĕ. Апла пулин те калаçнипе анчах лăпланса ларни тĕрĕс мар пулнă пулĕччĕ. Çак хăрушă чир пирки пурин те пĕлмелле, асăрхануллă пулмалла. Мĕншĕн тесен ВИЧ-инфекцийĕпе сиенленекенсен хисепĕ районта нумайлансах пырать.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code