Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хăнтăрсем – чăн-чăн платниксем

Хăнтăрсем – чăн-чăн платниксем

Çут çанталăкри пур пулăм та пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Чĕр чунсемпе ÿсен-тăрансем тăван тавралăха илем тата усă кÿреççĕ. Хамăр тăрăхра пурăнакан чĕр чунсемпе интересленнĕ май вĕсен тĕнчине сăнатăп.

Кĕçĕн Пăла юхан шывĕ хĕррине хушăран пулă тытма çÿренĕрен кунти улшăнусем куç умĕнчех. Иртнĕ çул пулса иртрĕ ку ÿкерчĕк. Ир-ирех пулла пуçтарăнса юхан шыв хĕррине çитрĕм. Çыран çинче утса пынă май шывра шăмпăлт! шăмпăлт! тунă сасă илтрĕм: пĕр чĕр чун шыва чăмать те каялла тухать. Сăнарах пăхсан хăнтăра асăрхарăм. Йăпшăнса çывăхарах пыратăп. Хăйĕн тăршшĕ 1 метртан, йывăрăшĕ 20 килограмран кая мар пулĕ. Мана курсан чăн-чăн водолаз пек шыв айне чăмрĕ, кăштахран çыранăн тепĕр енне ишсе тухрĕ те йăви патне çывхарчĕ. Иксĕмĕр хирĕç пĕр-пĕрин çине пăхса тăратпăр. Йăвине шывран хăй 1,5-2 метртан çÿлерех хунă. Унтанпа курманччĕ çак чĕр чуна.

Кăçал та çав вырăнах пулă тытма кайрăм. Юхан шыв хĕррине çитсен икĕ пысăк йăмра шывра выртнине курсан тĕлĕнтĕм – вĕсен хупписене сÿнĕ /сăн ÿкерчĕкре/. Сăнарах пăхрăм та, шыв тĕпĕнче вутă купи пуррине асăрхарăм. Вутă пуленкисемпе туратсене тирпейлĕн шаршанласа хунă. Хăнтăрсем ĕçленĕ иккен. Вĕсем юхан шыва пĕвеленĕрен шыв шайĕ хăпарнă. Çавна май кунта пулăсем те выляççĕ, вăлтана уланкă туртăнать.

Тепринче çак вырăнтах хăнтăрăн çурисене те курма тÿр килчĕ – шывра выртакан йывăçсен хушшинче кăштăртатаççĕ. Шел, çумра фотоаппарат çук. Кĕçех мана асăрхарĕç пулмалла хăйсем, шыва чăмрĕç.

Тепĕр икĕ кунран çак вырăнта каллех икĕ йывăçа йăвантарнине асăрхарăм. Чăн-чăн платниксем иккен хăнтăрсем…

Иван ИНОХОДОВ.

Е.Петрова сăн ÿкерчĕкĕнче: хăнтăрсем йăвантарнă йывăçсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code