Суббота, Сентябрь 26, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçлекенсен сывлăхĕшĕн тăрăшса

Ĕçлекенсен сывлăхĕшĕн тăрăшса

Çĕнĕ технологисемпе анлăн усă курнăран производствăна тухăçлă йĕркелекен «Победа» сахал яваплă общество дирекцийĕ ĕçлекен çынсен сывлăхне сыхласси çине те пысăк тимлĕх уйăрать.

Канăçа пĕлмесĕр нумай çул фермăра е уй-хирте тăрăшакана, кирлĕлĕхне, тухтăр хушнине шута хурса хула больницисене ярса сипленме майсем туса парасси вăя кĕрсе пырать кунта. Сиплевпе çыхăннă тăкаксене те, паллах, ял хуçалăх предприятийĕ хăй шутĕнчен саплаштарать.

Çак çулсенче çĕнĕрен те çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртсе пыни ĕç условийĕсене çăмăллатма май панă. Ĕç тухăçлăхне кура шалу та пĕчĕк мар.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code