Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Питех те кирлĕ тĕл пулу

Питех те кирлĕ тĕл пулу

Районти тĕп библиотекăра Елчĕк çыравçисемпе – Петĕр Лаштайпа, Елен Нарпипе тата Владислав Николаевпа тĕл пулу иртрĕ.

Ăна Чăваш кĕнеке издательстви 2020 çулта 100 çулхи юбилейне халалланă. Пирĕн ентеш-çыравçăсем хăйсен произведенийĕсене шăпах Чăваш кĕнеке издательствинче пичетлесе кăлараççĕ. Вĕсем пирки тата издательствăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен Чăваш кĕнеке издательствин ертÿçи Светлана Каликова каласа пачĕ. Çыравçăсем хăйсен ĕмĕт-тĕллевĕсемпе паллаштарнă май кĕнекисене библиотекăсене, вулакансене парнелерĕç.

Юлашкинчен тĕл пулăва пуçтарăннисем паян писательпе вулакан куçа-куçăн уççăн калаçни çав тери кирлине, вырăнлине пĕлтерчĕç.

изображения не найдены

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code