Понедельник, Декабрь 9, 2019   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Общество и право > Коррупцие хирĕç

Коррупцие хирĕç

Çĕршывра коррупципе кĕрешес ĕç патшалăх енчен йĕркеленсе пырать. Юлашки вăхăтра çакнашкал преступлени нумайланни право тĕлĕшĕнчен улшăнусем кĕртнипе тата саккуна хытарсах пынипе, коррупципе çыхăннă ĕç-пуçа уçăмлатас тĕллевпе çине-çине тĕрĕслевсем йĕркеленипе çыхăннă.

Паянхи кун тĕлне коррупципе кĕрешмелли тĕп документ Федераци шайĕнче йышăннă «Коррупципе кĕрешесси» 273-мĕш саккунĕ пулса тăрать. Унта палăртнă тăрăх коррупци шутне служба вырăнĕпе хăйне кирлĕ пек усă курни, взятка пани тата илни, полномочисемпе иртĕхни, коммерци тĕлĕшĕнчен сутăн илни тата хăйсене пайталлă пултăр тесе патшалăхпа обществăн саккунла интересĕсемпе килĕшсе тăман ĕçсем туни шутланать.

Федерацин саккунĕсемпе килĕшÿллĕн, Раççей Федерацийĕн гражданĕсем, ют патшалăх гражданĕсем тата гражданлăх çук çынсем коррупци сĕмĕллĕ преступлени тунăшăн уголовлă, административлă, гражданла право тата дисциплинарлă яваплăх тытаççĕ.

А.АЛЕКСЕЕВ,
районти полици пайĕн пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code