Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Патшалăх пулăшăвĕ – пурин валли те

Патшалăх пулăшăвĕ – пурин валли те

Республикăри «Агро-Инновацисем» хысна унитарлă предприятийĕн специалисчĕсем районти хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен ертÿçисемпе хăйсен ĕçне йĕркелес тĕлĕшпе ĕçлĕ калаçу ирттернĕ.

Семинар ĕçне хутшăннă район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левый ял хуçалăхне аталантарма патшалăх енчен кашни çул сахал мар тĕллевлĕ укçа-тенкĕ уйăрса пани çинчен чарăнса тăнă. Кăçал та, тĕслĕхрен, 4 хресчен /фермер/ хуçалăхĕ тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн 8,9 миллион тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ.

ЧР Ял хуçалăх министерствин специалисчĕ Андрей Петров уйрăм хушма тата хресчен /фермер/ хуçалăхĕсене, ял хуçалăх предприятийĕсене аталанма патшалăхран паракан укçа-тенкĕ тĕсĕсем çинчен каласа кăтартнă, çак ĕçпе çыхăннă нормативлă право докуменчĕсемпе паллаштарнă.

Патшалăх пулăшнипе усă курса ĕне выльăх ĕрчетме тытăннă Валерий Смирнов фермер хăйĕн ĕç опычĕпе паллаштарнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code