Понедельник, Декабрь 9, 2019   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сăлтавне мар, майне шырамалла

Сăлтавне мар, майне шырамалла

Район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левый тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура вырăнти ĕç-хĕлпе çыхăннă чылай ыйтăва пăхса тухрĕç.

Пуçарулăхран нумай килет

Район администрацийĕн капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Петров Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн «Чăваш Республикин территорийĕнче вырăнти пуçарулăх çинче никĕсленнĕ общество инфратытăмне аталантармалли проектсене пурнăçа кĕртесси çинчен» указĕпе килĕшÿллĕн 2019 çулта ял тăрăхĕсенче пурнăçланă ĕçсем пирки отчет турĕ. Районĕпе пĕтĕмпе 20 объектра 13 миллион та 195 пин тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă, вăл шутран 7 ял тăрăхĕнче 3 километр çула, Аслă Таяпара пĕчĕк кĕпере юсанă, Шăмалакра çĕнĕ палăк çĕкленĕ, Тĕмер ялĕнче масар картипе çуртне тунă тата ыт.те. Çавăн пекех коммуналлă хытă каяшсене вăхăтлăх пухса пымалли площадкăсем /7 млн та 782 пин/ йĕркелессипе ăнăçлă ĕçленĕ.

2020 çулта пуçару бюджечĕпе усă курса тата 30 ытла объектра тĕрлĕ ĕç тума палăртнă. Паллах, вĕсене пĕтĕмпех пурнăçа кĕртес тесен ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалистсен чăннипех пуçаруллă пулмалла – документсене вăхăтра тăратнинчен пуçласа халăхпа ăнлантару ĕçĕсене йĕркелени таранчченех.

Чи çивĕч ыйту

Пурнăçра куллен тĕл пулакан кăткăс ыйтусем сахал мар, анчах пушар хăрушсăрлăхĕ – чи çивĕччи. Унпа танлаштару пулма та пултараймасть. Çакă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алина Смирнова тĕрĕслев органĕсем тупса палăртнă маларахри çитменлĕхсене пĕтерессипе мĕнле ĕçленине каласа панинчен паллă пулчĕ. Администраци, чăнах та, укçа-тенкĕ йывăрлăхне пăхмасăр пушар хăрушсăрлăхĕн требованийĕсене шута илсе сахал мар ĕç туса ирттернĕ. Çав вăхăтрах хăш-пĕр управсенче шыв çуккишĕн е колонка пуссисенче тăтăш шыв тăнишĕн мĕнле организаци яваплă-ши?

Час-часах тĕл пулакан çитменлĕх – кăтарту знакĕсем çукки. Хĕллехи тапхăрта пушшех çивĕчлĕхре вăл. Çавна май кашни ял тăрăхĕн администрацийĕ, предприяти-организаци асăннă ыйтура татăклă пăнчă лартмалла.

Дружинник çула тухать…

Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕччен кашни ĕç коллективĕн представителĕсем йĕрке хуралĕн ĕçченĕсемпе пĕрле каçхи дежурствăна тухатчĕç. Вĕсем графикпа йĕркеленĕ пĕчĕк рейдсенче обществăлла вырăнсенчи лару-тăрăва пĕлме-тишкерме, кăткăс самантсенче тивĕçлĕ йышăнусем тума пултарнă. Халĕ самани те урăхла та, район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Виталий Рыбкин пĕлтернĕ тăрăх, паян дружинниксен тытăмĕнче районĕпе те 10 çын кăна. Вăл халăх йышĕнчен килет иккен. Пĕлтерĕшĕ, паллах, шутĕнче мар-ха, ĕçĕн тухăçлăхĕнче. Вăл йышри çамрăксем ытларах район центрĕнче пысăк мероприятисем ирттернĕ чухне полици сотрудникĕсемпе дежурствăна тухаççĕ. Хăйсене вăй-хал тĕлĕшĕнчен пиçĕхтерес тĕлĕшпе çулсерен районти, республикăри ăмăртусенче, конкурссенче тупăшаççĕ.

Ялсенче те каçсерен культурăллă-массăллă мероприятисем сахал мар иртеççĕ те, йĕркелĕх тĕлĕшĕнчен вĕсене кам пăхса тăрать? Участокри инспектор кăна-и? Унта та ĕлĕкхи ырă тĕслĕхе каялла тавăрмалла мар-и?

Канашлура пĕлтерĕшлĕ ыйтусем татах пулчĕç-ха. Вырăнсенчи проблемăсене татса парассинче хăшĕ-пĕри тĕрлĕ сăлтав çине йăвантарма та пăхрĕ. Анчах кирек хăçан сăлтавне мар, майне шырамалла.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code